Чăвашла видеороликсен конкурсĕн çĕнтерÿçисем паллă

Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви тата Вĕренӳ институчĕ професси вĕренӳ организацийĕсенче пĕлӳпе ăсталăх илекенсен хушшинче чăвашла видеороликсен конкурсне ирттерчĕç.
Конкурс 4 темăпа иртрĕ:
1) «Манăн тăван кĕтесĕн историйĕ»,
2) «Манăн йăх, манăн çемье»,
3) «Тус-юлташа ‒ тус пулма пĕлекен тупать»,
4) «Вĕрентекен, сан яту сумлă, ĕçӳ хăватлă, пархатарлă».
Жюри ĕçсене пăхса тухса 3 çĕнтерӳçĕ палăртрĕ. Малти вырăнсене Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕ техникумĕн студенчĕсем тивĕçрĕç: Никитина Дарья 1-мĕш вырăн, Сергеева Анна 2-мĕш вырăн йышăнчĕç, Канашри транспортпа энергетика техникумĕн студенчĕ Никитин Никита 3-мĕш вырăна тухрĕ.
Мероприятие хутшăннă студентсене тата вĕрентекенсене тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене саламлатпăр. Дипломсене хатĕрлесе çитерсен заявкăра кăтартнă адреспа çырса пĕлтеретпĕр.
Йĕркелӳ комитечĕ:
Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕн центрĕ
E-mail: chrio18@rchuv.ru
Телефон: 8(8352) 45-99-96.