«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăваш чĕлхипе йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс пуçланчĕ

«Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăваш чĕлхипе йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курс пуçланчĕ

Чăваш чĕлхине упраса хăварас ĕçе ача пахчинченех çирĕп йĕркепе туса пымалла, ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла, тăван чĕлхепе ăс памалла. Çавна май Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсемпе «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта йĕркелесе пырать. Проектпа килĕшÿллĕн ача пахчисенче ĕçлекен педагогсем кашни çулах пĕлĕве ÿстермелли курссенче, семинарсенче, ăсталăх лаççисенче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.

2023 çулхи чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче воспитательсем «Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче ĕç-хĕле чăваш чĕлхипе йĕркелесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курсра вĕренме пуçларĕç. Анна Егорова тата Тамара Артемьева доцентсем ертсе пынипе педагогсем вĕренÿпе воспитани ĕç-хĕлне тăван чĕлхепе йĕркелесе ирттерессин теорипе практика никĕсĕсене тишкерчĕç, чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсемпе паллашрĕç.

 



09 ноября 2023
08:10
Поделиться