Олимпиадӑсемпе конкурссенче ҫӗнтерттерме хатӗр!

Хӑйсен вӗренекенӗсене олимпиадӑсемпе конкурссенче ҫӗнтерттерес, малти вырӑнсене йышӑнтарас ӗмӗтлӗ вӗрентекенсем паян, чÿк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци библиотекине «Шкул ачисене чӑваш чӗлхипе тата литературипе олимпиадӑсемпе конкурссене хатӗрлесси» семинара пуҫтарӑнчӗҫ. Семинара Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.
Кафедра ертÿçин ĕçĕсене тăвакан Анна Егорова ертсе пынипе вӗрентекенсем пултаруллӑ ачасемпе ӗҫлемелли формӑсемпе тата мелсемпе паллашрĕç. Алена Ивановăпа Ольга Владимирова, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культури кафедрин доценчĕсем, чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиада ыйтӑвӗсен тытӑмӗпе паллаштарчӗҫ, иртнӗ ҫулсенчи ăмăрту ыйтӑвӗсене тишкерчӗҫ. Шупашкар хулин хавшак сывлăхлă ачасен 2-мĕш шкулĕн вĕрентекенĕ Ираида Матьянова актёр ăсталăхне аталантарма хăнăхтаракан ăста урокĕ ирттерчĕ.
Тĕрлĕ конкурспа уява хатĕрленнĕ чух кирлĕ пулакан литературăна электрон каталогра шыраса тупас вăрттăнлăхсене Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева уçса пачĕ. Наци библиотекин тĕп библиографĕ Лилия Буланкова И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă «Çутлăх ĕçĕн сÿнми çути» выставкăпа паллаштарчĕ.
Семинар питӗ тухӑҫлӑ иртрӗ, унта пӗлӳ пухнисем пурте хӑйсен вӗренекенӗсене ҫӗнтерӳ патне ҫитерессе шанса тулли кӑмӑлпа кайрӗҫ.