Çĕнĕ пĕлÿ ꟷ ăста вĕрентекенсене

2023 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе "Федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕ вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентессине вĕрентӳпе методика тĕлĕшĕнчен тивĕçтересси тата федерацин вĕренӱ программине вĕренӱ организацисене кĕртесси» программăпа пĕлĕве ӳстермелли курс вĕçленчĕ.
Вĕренӳ программине федерацин патшалăх вĕренӳ стандарчĕсен тата федерацин вĕренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсене шкул ĕçĕнче тухăçлă усă курас, педагогсен професси компетенцийĕсене ӳстерес тĕллевпе туса хатĕрленĕ.
Чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕсем Анна Егоровăпа Надежда Иванова «Тăван (чăваш) чĕлхе» тата «Тăван (чăваш) литература» вĕренӳ предмечĕсемпе çырса хатĕрлемелли ĕç программисен тытăмĕпе содержанийĕ улшăнни çинчен каласа пачĕç, конструктора пăхăнса çырмалли çул-йĕре уçăмлатрĕç.
Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шупашар хулин 18-мĕш шкулĕнче стажировкăра пулчĕç, цифрланă (электрон) вĕренӳ ресурсĕсемпе ĕçлемелли хăнăхусене, ĕç программинчи тематика планĕпе урок тăрăх хатĕрленĕ плана çырмалли ăсталăха алла илчĕç.
Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренӳ предмечĕпе хатĕрленĕ ĕç программи тăрăх тулли урок конспекчĕ çырмалли вăрттанлăхсене тишкерчĕç, урок ирттермелли çĕнĕ технологи мелĕсене ăса хыврĕç.
Итлекенсем çĕнĕ пĕлӳ илнипе кăмăллă пулчĕç, кафедра ĕçченĕсен ăсталăхĕпе практикăри опычĕ пысăк пулнине палăртрĕç.