Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче 1-2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: вĕренекен ачасен ăс-тăнĕнче вĕсем Раççей халăхĕн тата ун культурин уйрăлми пайĕ пулнине ăнлантарасси, тăван халăхăн йăли-йĕркине юратма тата хисеплеме, нумай нациллĕ халăхпа пĕр пĕрлĕхе кĕнине туйма сапăрласси (воспитани парасси), Тăван çĕр-шыва хӳтĕлеме хатĕр пулас туйăма вăйлатасси; тăван халăхăн тата Раççейĕн ытти халăхĕсен истори, культура, тĕн эткерне хаклама пĕлнине ĕçпе тата туйăмпа кăтартма вĕрентесси.