Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалланă «Хавхалану» фестивалĕн пĕтĕмлетӳ концерчĕ иртрĕ

Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалланă «Хавхалану» фестивалĕн пĕтĕмлетӳ концерчĕ иртрĕ

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе, Чăваш наци конгресĕпе тата Шупашкар хулин 62-мĕш шкулĕпе пĕрле Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине, Раççей Федерацийĕнчи Вĕрентекенпе ăс паракансен çулталăкне, Чăваш Республикинчи Телейлĕ ачалăх çулталăкне тата Г.Н. Волков академик çуралнăранпа 96 çул çитнине халалласа уяв ирттерчĕ.

«Хавхалану» фестиваль шкул ачисене тата педагогсене Раççей Федерацийĕн сумлă академикĕн Г.Н. Волковăн ĕçĕ-хĕлне тĕплĕнрех пĕлме хавхалантарас, шкул ачисен чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен пĕлес туртăмне тата шырав меслечĕпе ăсталăхне ӳстерме пулăшас тĕллевпе кашни çулах иртет.

Мероприятире çулсерен иртекен «Хавхалану» фестивалĕн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене чысларĕç. Кăçалхи фестиваль «Г.Н. Волков хайлавĕсен сцена çине тухнă чи лайăх курăмĕ», «Телейлĕ ачалăх е Вĕрентекен тата наставник çулĕсене халалланă чи лайăх хайлав» номинацисемпе иртрĕ. Фестивале пурĕ 200 яхăн çын (вĕрентекенпе вĕренекен, ачасен ашшĕ-амăшĕ) хутшăнчĕ.

Жюри çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен шутне фестивале тăратнă 56 номере кĕртрĕ.

Чыслава Шупашкар хулин Г.Н. Волков ячĕллĕ 62-мĕш шкул директорĕ Кузнецова Наталья Алексеевна уçрĕ.

«Хавхалану» фестиваль çĕнтерӳçисене Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн ăслăлăх ертӳçĕ ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Александр Кузнецов, педагогика ăслăлăхĕн докторĕ, профессор, СССР çут ĕç отличникĕ Людмила Кузнецова, Раççей вĕрентӳ академийĕн (РАО) академикĕ Г.Н. Волков ячĕллĕ этнопедагогика ăслăлăх тĕпчев институчĕн (И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУ) директорĕ, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Светлана Михеева, Чăваш наци конгресĕн пайташĕ Геронтий Никифоров тата ытти сумлă хăнасем саламларĕç.

Хăнасене Алена Акăшпи юрăçă, Шупашкар хулин 40-мĕш шкул вĕрентекенĕсем Римма Гавриловăпа Александр Степанов («Пар лашапалла» чăваш халăх юрри), Шупашкар хулин 40-мĕш шкул вĕренекенĕ Альберт Гаврилов («Тĕлĕнтермĕш» юрă), 62-мĕш шкулăн вĕрентекенĕсем («Хаваспа» юрă) тата хастар ачисем (чăваш ташши-юрри) саламларĕç.

Г.Н. Волков академик пуçарнă ĕç – этнопедагогика – чăвашсемшĕн çеç мар, Раççейĕн, пĕтĕм тĕнчен халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Геннадий Никандрович иртнипе паянхи çинчен Чăваш Енре, Германире, Калмăкра, Тывара, Кăркăсстанра тата ытти вырăнта лекци вуланă, çамрăк ăрупа тĕл пулнă – яланах халăхсен килĕшĕвне, хутшăнăвне, туслăхне çирĕплетме чĕннĕ, майсем шыранă. «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕр-шыва юратни», – тенĕ паллă ăсчах.

Геннадий Никандровичăн тарăн шухăшлă сăмахĕсене ялан асра тытар, хамăр ĕçĕмĕрсемпе çирĕплетер! 

Г.Н. Волков академика хисеплесе ирттернĕ регионсем шайĕнчи «Хавхалану» конкурса хутшăннă ĕçсен кĕске тишкерĕвĕ:

2023 çул Раççейре вĕрентекенпе ăс паракан çулталăкĕ, Чăваш Енре телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулни ачасемпе учительсен пултарулăхне пысăк витĕм пани палăрчĕ. Сăвă-калавсенче чăваш ăсчахĕн Г.Н. Волковăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ, пултарулăх эткерĕ, вĕрентекенсен çутă сăнарĕ, юратнă учитель, пĕрремĕш учитель, тăван шкул, асран кайми сенкер ачалăх, ачалăх – чи лайăх вăхăт, çывăх тус-юлташ, туслăх, Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи, тăван кил ăшши, юратнă Тăван çĕр-шыв, тăван ял-хула, тăван кил-йыш темисем ытларах палăрчĕç. 

«Хавхалану» конкурса хутшăннă пысăках мар проза хайлавĕсенче темăна туллин те тĕрĕс уçса пани, çырни темăпа килĕшӳллĕ, пĕр пĕтĕмлĕхлĕ пулни, темăпа содержани килĕшсе тăни, тĕп шухăша ăнланса çыхăнуллă кăтартни, ĕçсен йĕркине çыхăнуллă çырни пулчĕ.

Сăвăсенче вара автор хăйĕн кăмăл-туйăмне палăртни, шухăш-туйăма чĕлхен илемлĕх мелĕсемпе уçса кăтартни, сăнарлăх хатĕрĕсемпе (эпитет, танлаштару тата ытти мелсемпе) анлăн усă курни савăнтарчĕ.



Прикрепленные файлы

Список победителей и призёров межрегионального фестиваля творчества обучающихся и педагогов
Скачать
(pdf,   512,34 Kb)
26 октября 2023
18:00
Поделиться