Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен пӗлӗвне ӱстермелли курса пухăнчĕç

2023 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕсенче чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертсе пынипе «Федерацин патшалӑх вĕренӳ стандарчĕ вӑя кĕнĕ тапхӑрта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине вӗрентӳпе методика тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси тата федерацин вӗренӱ программине вӗренӱ организацисене кӗртесси» программăпа пĕлĕве ÿстермелли курса пухăнчĕç.
Анна Егорова тата Надежда Иванова ертсе пынипе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Раҫҫей Ҫут ӗҫ министерствин 2023 ҫулхи çу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑларнӑ 372-мӗш №-лӗ (пӗтӗмӗшле пуҫламӑш шкул), 370-мӗш №-лӗ (пӗтӗмӗшле тĕп шкул) тата 371-мĕш №-лӗ (пĕтĕмĕшле вăтам шкул) приказсемпе çирĕплетнĕ Федерацин вӗренӱ программисен çĕнĕлĕхĕсене тишкерчĕç: вĕрентÿри пӗтӗмӗшле лару-тӑрăва уçăмлатрĕç, ФВП тӗллевĕсемпе тата задачисене тишкерчĕç.
Учитель хăй тĕллĕн хатĕрлекен тĕслĕх ĕç программин алгоритм вăрттанлăхĕсене тупса палăртрĕç, çĕнĕлле çырас хăнăхусене алла илчĕç.