Тӗлӗнмелле лайӑх сӑвӑсем, паллах, Г. Матвеевӑн. Чӑн поэзи тени ҫакӑ ӗнтӗ вӑл (Арсений ТАРАСОВ)

Тӗлӗнмелле лайӑх сӑвӑсем, паллах, Г. Матвеевӑн. Чӑн поэзи тени ҫакӑ ӗнтӗ вӑл (Арсений ТАРАСОВ)

Ҫак тӗлӗнмелле тӗнчери ниме парăнман Ҫын! Тата хальхи этемлĕх «чăтлăхĕнче» çĕтсе çухаласран ăна упракан Чун... Ҫын хăй пурӑннӑ чух мӗнле пиллӗхпе сывланине тавҫӑратпӑр-и? Анчах та çав ҫыннӑнах чун татӑкӗ еплерех пулнине кам тӗрӗс хуравлӗ? Вăл хăçан çунса пĕтет? Çын реххетленсе пурăннă чухнех е кайран? Кунашкал шухăшлав уйĕнчи шалти тарӑн туйӑмсен хуравне ăçта кăна шырамастпăр ĕнтĕ. Çыннăн ӗмӗт-шухӑшлавӗ пĕртте канӑҫа пĕлмесĕр çунат сарать çав…

Галина МАТВЕЕВА

Çеçкери улмуççин кăпăкри вуллине
Юлнă эпĕ курмасăр,
Туратсем йăтайми пиçекен улмине
Юлнă эп тутанмасăр.

Çитрĕ кĕр. Улмуççин çулçисем те юлман,
Йăлт пушаннă, çаралнă…
Чи çÿлте ман тÿпе – пĕртен-пĕр сар улма…
Татма çук çара аллăн.
Ÿпкелешмĕп – пулсан та хĕвел анăçра –
Ăраскалăм тулман пек.
Çав улма пек сайра-мĕн телей пурнăçра,
Хаклă çав улма пек…

Матвеева Г.А. Çил çинчи турат: сăвăсем, поэмăсем, куçарусем / Г.А. Матвеева (Антонова). - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2023. С.90.



20 октября 2023
13:14
Поделиться