Профессие вĕренекенсене видеороликсен конкурсне йыхравлатпăр

Професси вĕренӳ организацийĕсенче пĕлӳпе ăсталăх илекенсене чăвашлăхпа тачă çыхăнтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви тата вĕренӳ институчĕ видеороликсен конкурсне ирттереççĕ.
Конкурсра çак темăсем пулаççĕ:
1) «Манăн тăван кĕтесĕн историйĕ»,
2) «Манăн йăх, манăн çемье»,
3) «Тус-юлташа ‒ тус пулма пĕлекен тупать»,
4) «Вĕрентекен, сан яту сумлă, ĕçӳ хăватлă, пархатарлă».
Видеорликсем чăвашла пулмалла.
Мероприятие 3 тапхăрпа ирттерме палăртнă.
Пирвайхи тапхăр вĕренӳ учрежденийĕсенче иртет. Заявкăсене юпа уйăхĕн 30-мĕшĕччен https://forms.yandex.ru/u/64f08f3284227c33f8d85baa/ формăпа ямалла.
Тĕплĕнрех конкурс çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн сайтĕнче https://chrio.rchuv.ru/ адреспа пĕлме пулать.