«Тăван чĕлхепе тăван литература чи лайăх вĕрентекен» конкурсăн лауреачĕ ĕçлекен шкулта стажировка иртрĕ

«Шкул ачисене чăваш чĕлхипе патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа вĕренекенсем юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче «Тăван чĕлхепе тăван литература чи лайăх вĕрентекен» конкурсăн лауреачĕ ĕçлекен шкулта, Шупашкар муниципалитет округĕн Мăнал вăтам шкулĕнче, стажировкăра пулчĕç. Стажировкăна Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри йĕркелерĕ.
Пĕлĕве ÿстерме пуçтарăннă вĕрентекенсене çăкăр-тăварпа, сăвă-юрăпа кĕтсе илнĕ хыççăн шкул директорĕ Валерий Калишов саламларĕ, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Ун хыççăн хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Чи малтанах Ишлей вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Светлана Гаврилова 7-мӗш класра «Манăн Тăван çĕршыв» темăпа уçă урок ирттерчĕ. Республикăн пĕрлехи экзаменĕнче текст тишкерес ĕç пысăк вырăн йышăнать, çавна май Светлана Петровна ачасене текста тĕрлĕ мелпе тишкерттерчĕ. Ачасене скрайбинг мелĕ уйрăмах кăмăла кайни сисĕнчĕ.
Чăрăшкасси шкулĕн вĕрентекенĕ Алина Николаева 8-мĕш класс ачисене сăвă çырас уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕ. Алина Михайловна ăста ертсе пынипе ачасем акросăвă та, буриме те çырма пултарчĕç.
Мăнал шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ, «Тăван чĕлхепе тăван литература чи лайăх вĕрентекен» конкурсăн лауреачĕ Анжела Московцева ирттернĕ урокра ачасем «Аслă улăп» хайлава тĕрлĕ енлĕ вулама вĕренчĕç. Вĕрентекенсем рэп вуласа вĕрентни урока хаваслăрах кăна мар, тухăçлăрах та ирттерме пулăшнине ăнланса илчĕç, ку вулав хăвăртлăхне ӱстермелли мелсенчен пĕри пулнине палăртрĕç.
Уроксем хыҫҫӑн Мăнал шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç.
Чăваш сăвви-кĕввине итлесе савăннă хыççăн Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертӳҫи Анна Егорова ертсе пынипе иртнĕ калаçура урок ирттернĕ учительсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме Федерацин патшалăх вĕренÿ стандартне тивĕçтерекен хальхи технологисемпе мелсене палăртрĕç.
Стажировка пуриншĕн те усăллă тата тухăçлă иртрĕ.