Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. ЯТАРЛĂ ТĔЛЛЕВЕ ПУРНĂÇЛАКАН ПОДРАЗДЕЛЕНИСЕН КУНĔ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче 1-4 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «ЯТАРЛĂ ТĔЛЛЕВЕ ПУРНĂÇЛАКАН ПОДРАЗДЕЛЕНИСЕН КУНĔ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкул ачисене ятарлă тĕллеве пурнăçлакан подразделенисен расна ушкăнĕпе паллаштарасси, ятарлă подразделенисенче (спецназра) хĕсметре тăракан çынсене хисеплеме сапăрлав (воспитани) парасси, Тăван çĕр-шывăн хăй тĕллĕнлĕхĕпе паха енĕсене хӳтĕлекен вăйсемпе мухтанас туйăма аталантарса çирĕплетесси.