Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвне ÿстереççĕ

Юпа уйăхĕн 17-18-мĕшĕсенче Вĕренÿ институтĕнче «Шкул ачисене чăваш чĕлхипе патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацине хатĕрленин пахалăхне ÿстересси» программăпа вĕренекенсен кĕрет занятийĕсем иртрĕç.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Анна Егорова доцент ертсе пынипе республикӑн пӗрлехи экзамен тытӑмне, кодификаторĕпе спецификацине тишкерчĕç, текстпа ĕçлемелли меслетлĕхпе паллашрӗҫ, тест ыйтӑвӗсене хуравлама вӗрентес ӗҫе йӗркелемелли тухӑҫлӑ формӑсене алла илчӗҫ, изложенипе сочинени ҫырма вӗрентмелли хӑнӑхӑва аталантарса ҫирӗплетрӗҫ, шкул ачисен экзаменра тӗл пулакан паллӑрах йӑнӑшӗсене тишкерчӗҫ.
Хăйсен пĕлĕвне ÿстерекенсем шкул ачисемпе ашшĕ-амăшĕ валли асра тыту кĕнеки хатĕрлеме вĕренчĕç, ача çырнă ĕçсене тишкерсе хакларĕç, йăнăшсемпе çитменлĕхсенчен хăтăлмалли мелсемпе ăслайсене палăртрĕç, ăслав сочиненийĕ çырса пăхрĕç.