«Халăх шкулĕ» – вĕçĕм шухăш, вĕçĕм шанчăк…

«Халăх шкулĕ» – вĕçĕм шухăш, вĕçĕм шанчăк…

Мĕскер пуссан  калас сăмах килет? 

Кирек епле кĕнекери, хаçат-журналти халăх пурнăçĕ, шухăшĕ, тĕллевĕ – куллен ас тивмелли тĕлкĕш кăвайт. Темĕн те пур унта. Пĕлменнисем те, курманнисем те. Ыранпа виçминире пурăнассисем те. Çитмен пурнăçран, чир-чĕртен еплерех хăтăлассисем те.  Тĕрĕссипе, тĕрлĕ сăлтавсене пула туса пĕтереймен ĕçсем таранах.

Ирхи кун çути вара пин-пин çынна этемлĕхĕн юратнă, тивĕçлĕ, ку çĕрте çухалмасăр пурăнтаракан ĕçĕсене тума хистет: вĕрентет, пăстарать, çĕнетет, чĕртет, çунтарать, явать, тутантарать, итлеттерет, куртарать… Тĕрĕссипе, паянхи халăх пĕлĕвĕ ĕмĕрхи халăх пĕлĕвĕнченех çунат хушса, çĕннине тĕвĕлентерсе пĕр уйăрмасăр çухалми аталанса пырать.

Тăруках, таçтан аякран килсе нихçан ирĕлме пултарайман  шухăшсем явăнма   пуçларĕç тата! Нивушлĕ халь çак манми тĕнче чăннипех çĕнелсе çаврăнмалли тепĕр тапхăра кĕтĕмĕр-ши? Куç умĕнчех пӗрисем чӑнлӑх шыракан çулсем çинче çирĕп тăнине куратпăр, теприсем, теприсем вара  çав ыр чӑнлӑхран вĕçĕм тараҫҫӗ.

Чи кирли – хальхи саманан тăнăç такани çемйере те, шкулта та ÿпĕнмелле ан пултăр! Вĕсенче кашнинче хăйсен пач тарми халăх шкулĕ те пур пуль: пур ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет пуҫламӑшĕ тата пурнăç çине тĕллесех кăтартакан, пач суймасăр, пач улталамасăр хальхи пурнăçа пĕлсе вĕрентекен васкату чăнлăхĕ, ваттисен пилĕ, тăван ял-хула сывлăшĕ. Интернет тетелĕ те халăх шкулĕ пулса пынă пекех туйăнать темшĕн. Ытти çĕртрен те килекен искусствăлла интеллект пирки те тăтăш аса илтере пуçларĕç. Театрта та тĕп рольсенчен пĕрне робот выляма пуçларĕ пулсассăн халь тата? Малтанхи асаплантарнă тĕлĕксем чăннипех ку пурнăçра чăна киле пуçларĕç-шим? Çавах, халăх шкулне ăна  унталла-кунталла пăрăнтарсан та, унăн тĕпсĕр «хумлă-хумлă» кÿлли хальлĕхе çухалмĕ, эппин. Вăл – чĕрре кĕрсех вĕрентекенскер, чулланнă чĕресене ахах-мерчен кĕртекенскер, малашне те ялан кирлĕ пулса тухĕ!.. Пĕрремĕш класа чупакан чăвашла мансах пĕтеймен шкул ачи те çакна шантăрччĕ вара... Вăл тăван сăмахпа калаçнине илтсен, ку юмах мар, ку чăнах тесе  пирĕн чĕресем те ÿлĕм ирĕлсех кайма пултартăрччĕç!

 

# Халăх шкулĕ         16.10.2023                               Л. Атлай



17 октября 2023
07:49
Поделиться