Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. ЭКРАНĂН ЛЕШ ЕНЧЕ. РАÇÇЕЙРЕ КИНО 115 ÇУЛ

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче 1, 2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «ЭКРАНĂН ЛЕШ ЕНЧЕ. РАÇÇЕЙРЕ КИНО 115 ÇУЛ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: шкул ачисене тăван çĕр-шыв кинематографĕн историйĕпе паллаштарасси, анимаципе киноиндустри профессийĕсемпе кăсăклантарса ярасси, тăван çĕр-шыв культурин пайĕ пулса тăракан кинематографпа анимаци пĕлтерĕшне ăнланса илме май тăвасси, кинематографпа анимацие аталантарма нумай вăй хунă çынсене хисеплеме кăмăл-сипет енчен ăс парасси.