«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн çĕнтерӳçисем паллă

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕ вĕçленчĕ. 2023 çулта конкурсăн республика тапхăрне 26 ĕç килчĕ. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен ятне вунă видеоролик тивĕçрĕ.
Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне кăçал виççĕмĕш хут ирттерчĕ. Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллев те лартрĕ.
Конкурса Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ йĕркелесе пычĕ.
Кирек мĕнле тупăшура та çĕнтерӳçĕ тата хальлĕхе çĕнтереймен конкурсçăсем пулаççĕ. Кăçал Çĕрпӳ муниципалитет округĕнчи Прокопьева Наталья тата Харламов Николай, Елчĕк муниципалитет округĕнчи Иванова Ульяна тата Филиппова Карина пĕр пек балл пухса çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕç.
Видеороликсене тишкерсе тухни çакна кăтартса пачĕ: пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ организацийĕсенче вĕренекен ачасем тата вĕсен ертӳçисем тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме тăрăшаççĕ, анчах та ĕçлемелли, малашне шута илмелли самантсем пур.
Конкурса хутшăннă ĕçсене хакламалли критерисем, виçесем пирки тата вĕсене мĕнле шута илни пирки калаçар-ха:
1) пур видеоролика та конкурс тематикине ăнланса, краеведени, тавра пĕлӳ тематикипе çыхăнтарса ӳкернĕ, вĕренекенсемпе ĕртӳçисене мухтамалла;
2) шухăш хăйне евĕрлĕхĕ, оригиналлăхĕ тата ăна кăтартса парас пултарулăх тĕлĕшĕнчен хакланă чухне ĕçсен шайĕ тĕрлĕрен пулни курăнчĕ, хăшĕ-пĕри ансат çулпа кайма тăрăшни палăрать;
3) сюжет йĕрки-тытăмĕ уçăмлă, ăнланмалла йĕркеленмелле, роликăн пуçламăшĕ, аталанăвĕ, вĕçĕ пулмалла, информаци тĕрĕс, содержани пуян пулни пĕлтерĕшлĕ, пурте çакна шута илсех пĕтереймен;
4) хăш-пĕр ачасем сăмахсене пăсарах калани, пусăма тĕрĕс мар лартни, [ă] тата [ĕ] сасăсем вырăнне [а] тата [э] калани уçăмлăнах палăрать, çакăн пек чухне пуплев культуришĕн, чăваш чĕлхине пĕлнишĕн лартакан балл кăшт пĕчĕкрех пулчĕ;
5) видеороликăн туйса-ăнланса илме çăмăл, эмоци тĕлĕшĕнчен витĕмлĕ пулмалла, хăш-пĕр ĕçсенче текста пĕр тикĕс интонаципе каласа панипех çырлахма тăрăшнă;
6) усă курнă илемлĕх мелĕсем автор шухăшне уçăмлатма пулăшнипе пулăшманни те пĕлтерĕшлĕ, шухăшĕ лайăх пулнă пулсан та илемлĕх мелĕсем çителĕксĕртерех е шухăша уçăмлатма пулăшманни курăнчĕ;
7) видеосен пахалăхĕ (тĕс, сасă, композици т.ыт.те) тĕрлĕрен пулни палăрать, пĕтĕмĕшле илсен шай пĕрешкелтерех, анчах та музейра чӳречене хирĕç ӳкерни, вăйлă çил сасса хупласа хуни т.ыт.те кăшт пĕчĕкрех балл лартма хистерĕç.
«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви малашне те ирттерĕ, нумайрах та нумайрах вĕренекен хутшăнасса шанатпăр.
Конкурса хутшăннă 7-8-мĕш классенче вĕренекен ачасене тата вĕсен ертӳçисене пурне те тав тăватпăр, ăнăçу сунатпăр.