Тăван сăмаха чăвашла сăлтавлăн çунатлаттаракан шухăш-туйăм ăстине

Галина Алексеевна Матвеева (Антонова) ятне пĕлмен, илтмен çын чăвашсем хушшинче юлманпа пĕрех. Шкул ачисемшĕн те унăн пултарулăхĕ пит çывăх. Паллă сăвăç, куçаруçă, журналист, редактор, çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ… Вăлах – Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Çемен Элкер, Иван Ивник ячĕллĕ тата Раççей журналисчĕсен премийĕсен лауреачĕ. Унӑн кĕмĕл утпа килекен ҫутӑ «аргамакĕ» прозӑра та, поэзире те, куҫару ӗҫӗнче те палӑрнӑ. «Хамӑркка», «Чӑваш», «Его звали Чуваш», «Курак тӑманӗ», «Мӑшӑр ҫунат», «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец», «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» тата ытти кӗнекисем те ăс=хакăлта çÿрес сĕмпе пичетленсе тухнӑ. Унăн кулленхи çут кун ĕçĕсем кашни самантрах тенĕ пек тăван халăх умне тухаççĕ.
Эпир халĕ ĕмĕр манăçми самантра пурăннă пекех туйăнать мана, темшĕн. Пăхăр-ха, итлĕр-ха, тĕнче пĕр вĕçĕмсĕр пăтранать, çаврăнать, улшăнать… Тăтăшах унта та кунта пулса иртекен вăрçă-харçă хыпарĕсем чуна пăлхатмаллипех пăлхатаççĕ. Чăнлăх çутишĕн хĕмленсе ĕмĕтлекенсене, тен, кĕрешекенсене те тăтăш куççульлентереççĕ пуль. Çыравçăн никам хушмасăр хăй çине тиенĕ хĕрÿлĕхĕ вара ăна курнинче кăна мар, иккен. Вăл çавна, унăн чĕрине кĕнĕскере, асра юлмалăх та, тăн-пуçра çухалми тĕрĕс уçса пама пĕлнинче те пулĕ.
Тĕлĕнмелле улшăнуллă çанталăк халь. Пĕр енче çухалсах пĕтеймен çут кăмăла аса илтерекен, нумайăшне телейлĕ тăвакан сар хĕвелĕн ачаш кунĕсем «суранлантараççĕ». Тепĕр енче – кĕркуннене асамлăн вăранса кĕрес тапхăрăн малтан тÿрех эпир хăнăхайман сивĕ каçĕсем, хăвăрт сĕнтрĕк пулса таврана тĕттĕмлетнĕ çÿçентерекен тĕтрисем.
Çут çанталăк театрĕн темле хăюсăртарах тĕрĕслевĕ пырать тейĕн халь, леш те кĕрхи вăйнех кăтартса пĕтереймен, çухаласшăнах мар, ку та, çумăрпа хутăш пулаканни, вăй илеймен. Çакăнта тупăннă иккен хальхи поэзин асăмлă тĕнчи тата унăн ыран-виçминелле куçакан тĕнчин хăтлавĕ.
«Унăн (Г. Матвеевăн – Л.П.) поэзири пултарулăхĕ те, прозăри тăрăшулăхĕ те чĕрĕк ĕмĕр ытла тăван халăх умĕнче ял уничинчи хурăнсем пекех уçăмлăн курăнса тăраççĕ» (Ю. Сементер).
Галина Алексеевна, сирĕн пит яваплă ĕçĕр вăл ĕмĕрсем валли. Паллах, шавлă ĕçех мар пек, пĕрре пăхсан. Анчах та сирĕн пĕр=пĕр авторпа юнашар утнине те кăтартма пĕлмелле, вăл йăнăшсем тăвасран та ăна сыхланма хăнăхтармалла, унăн кăвайчĕ çине çителĕклĕн шанкине те хурсах тăмалла, ун ырă тĕслĕхĕсем ыттисене кирлине те çăмăллăн вĕрентме пĕлмелле, вулакан чĕрине хускатакан çимĕçне те халăх патне хăвăрăнах çитерме тăрăшмалла… Ку вăл пĕтĕмпех сирĕн куçпа виçейми тулаш. Чун кĕртнĕ кĕнеки пичетрен тухсан вара, пушшех те, сирĕн тулли кăмăлăра çунатлантаракан ĕмĕр вăхăчĕн тĕкĕрĕ мар-ши?
Илемлĕ литературăн ал çырăвĕ чи малтан сире хăвăра илемлĕ тăвать. Вара ирĕксĕрех сирĕн чунăрта та темле ырлăхах! сÿлеттерекен шанчăк майĕпен çуралать. Ку ĕнтĕ хăвăрăн чĕре тĕпĕнчи ĕмĕр чĕрĕ, сывă, патвар пулмалли «сип-симĕс» тĕнче лаппи. Эсир еплерех çуннине кăтартакан чун кăварĕ. Тăрмашни, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни çав-çавах харама каймасть. Хамăр халăха, тăван халăха кăмăлне кура, пурнăç çĕклемĕн çăмхине пĕрле сÿтме хăвăр çураçатăр вĕт. Ун валли тăтăш куçаратăр, хайлатăр, эрешлетĕр… Вĕсемпе паллашса пынă çемĕн, сирĕн чун вĕçевĕ вĕçсĕр пулнине чăннипех куратпăр. Палăртатпăр та! Кĕнеке хыççăн кĕнеке шăрçаланать вара… Ак, халĕ тата – кун-çул шăпиллĕ «Çил çинчи турат».
Тĕрĕссипе, канăçсăр çыравçă эсир. Эппин, малашне те шур уйăх çути пекех, хальхи витĕмлĕ чăваш сăмахĕ епле пулмаллине пур енчен те, пĕр ывăнми çутатса тăмалла пултăр!!! Хура кĕркуннехи, каярах хĕллехи самай вăрăм та тĕттĕм=çиллĕ каçсенче шухăшпа пурăнакан чăвашăн аллинче эсир «аласа» хатĕрленĕ вулав кĕнекисем ытларах та ытларах пулччăр!
Поэзие юратакансен «Çил çинчи турат» кĕнекен хăтлавне пымаллах. Вăл октябрĕн (юпа уйăхĕн) 12-мĕшĕнче, 16 сехетре, Наци библиотекинче пуçланать. Авторĕ, Галина Алексеевна, пурне те хапăл тусах йыхравлать.
# Халăх шкулĕ. 11.10.2023 Л. Атлай