ПИРӖН ӖҪТЕШ – РАҪҪЕЙ ПРАВИТЕЛЬСТВИ ПРЕМИЙӖН ЛАУРЕАЧӖ!

Вĕрентекен кунĕ умĕн Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ Михаил Мишустин вĕренÿ облаçĕнчи Раççей Правительствин премине панă.
Правительство премине 9 ĕç тивĕçнĕ, 33 çын лауреат пулса тăнă.
💢Вĕсен шутĕнче пирĕн ĕçтеш – педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ Чернова Нина Николаевна.
Наградăна пуçламăш классем валли «Чăваш чĕлхи» вĕренÿпе меслетлĕх комплексне хатĕрленĕшĕн панă.
Вĕренÿпе меслетлĕх пособийĕсене авторсен çак ушкăнĕ хатĕрленĕ:
🔹Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент, нумай çул И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче ĕçленĕ;
🔹Чернова Нина Николаевна, педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн доценчĕ;
🔹Николаева Людмила Васильевна, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, нумай çул Шупашкар хулин 4-мĕш гимназийĕнче ĕçленĕ.
Ӗҫтешсене тивӗҫлӗ наградӑпа саламлатпӑр! Сирĕнпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ сунатпăр!