Чӑн пурнӑҫа пӗлӗт айне тартар мар!!! Чăн пурнăç вăл шкулта пулать-и?

Чӑн пурнӑҫа пӗлӗт айне тартар мар!!! Чăн пурнăç вăл шкулта пулать-и?

Паян пурте Раççейра ӑс мулне ӑсталакансене, шӑратакансене, тĕнчипех саракансене саламлаҫҫӗ. Вӗсен ячӗпе юратса каланӑ сӑмахсем чун кӗввинче пурри – эпир вӗрентекенсене епле хисепленине питӗ уҫӑмлӑн кӑтартать. Эппин, малашне те эсир хăвăрăн кун-ҫул тӳпинчи ӑс-хакӑла, шухӑш-кӑмӑла тĕпе хурса пирĕн тата пирĕн ачасемпе мăнуксен ҫӗнӗ утӑмсемпе епле ӗҫлемеллисене уҫӑмлӑн кӑтартӑр. Вĕрентĕр. Тавах сире, пуриншĕн те хисеплӗ вӗрентекенсем!!!

Ҫӑмӑл мар вӑхӑт халӗ. Чи малти вырӑна тӑван халӑха, тăван çĕр-шыва еплерех юратма вӗрентесси мăнаçлăн тухса тӑрать. Утма вӗрентӗмӗр пулсассӑн, çирĕп пурӑнма та вӗренесчӗ куллен. Ҫурма ҫула ҫитсен, пӗр шкул ачин те малалла утас кӑмӑлӗсем ан чактăрччĕ!!!

Тĕрĕссипе тăварлă тарăн хакне эсир кăна, хисеплĕ вĕрентекенсем, пит лайăх чухлатăр, пĕлетĕр. Тен, пулас ăрусем валли те ăнах пĕртте хăвăр канлĕх курмасăр упратăр... Эсир халĕ суйласа илнĕ кулленхи ĕç-хĕлшĕн, «вĕрентекен» профессишĕн (камсен çĕр-шыва илемлĕ тумалла?) никамăн та ÿкĕнмелле ан пултăр. Пурнăçăн чăн сăнне, пуласлăхне, шăпине хăвăрăн ăсталăхпа ыттисем патне çитерме сирĕн малашне те çирĕп вăй-хăват пултăр. Пирĕн вара хăвăрăн куç умĕнчи чунри кĕмĕл "сассăра" тата хăш-пĕр вăрттăнлăхсене эсир хатĕрлекен кĕнекесенче те пит курасчĕ.

Л.Атлай. 05.10.2023

 

В.И. Сергеев, профессор, 2017-мĕш çул:

… Эпӗ ҫакна калатӑп: хальлӗхе эпир чӑвашла калаҫма пӑрахман, хальлӗхе ял пӗтмен. Ан манса кайӑр: ял пӗтеслӗхӗ куҫ умӗнче тӑма пуҫларӗ. Ял ачисем те вырӑсла кӑна калаҫма пуҫларӗҫ. Эп ҫуралнӑ Элӗк тӑрӑхӗ – чӑн чӑваш районӗ. Итлесе пӑхӑр-ха, унта хуларан пынӑ ачасем ялти тантӑшӗсене вырӑсла вӗрентсе хӑвараҫҫӗ. Чӑвашӗсем питӗ вырӑсла вӗренесшӗн. Ӗлӗкрех чухне яла пырсассӑн хулана чӑвашла вӗренсе таврӑнатчӗҫ. Хам ачасем те ҫаплах калаҫма вӗренчӗҫ. Халь ял пӗр вӗҫӗмсӗр вырӑсланса пырать. Тӑван чӗлхене хисеплесси ачасенчен пуҫӑнмасть пулсан йывӑрлӑха кӗрсе ӳкетпӗр.

…Пирӗн халӑх нихӑҫан та вӑрҫӑнса пурӑнма юратман. Пӗр килӗшӳ тупмаллах! Юлашки вӑхӑтра килӗшӳ тупасшӑн маррисем йӗркипех. Аслӑлӑх ҫыннисене халӑхра чылайӑшӗ шанми пулчӗ.

… Орфографи вӑл наука мар. Эпир орфографие наука туса ярсан пирӗн хирӗҫӳ пӗр вӗҫӗмсӗр пулать. Орфографи вӑл – пӗр-пӗринпе килӗшсе ҫирӗплетнӗ правилӑсем. Астӑватӑп: 1980-мӗш ҫулсенче вырӑс чӗлхе науки орфографи ыйтӑвӗсене питӗ ҫивӗч ҫӗклерӗ. Ҫав тавлашӑва вӗсем пӗртте сарса ямарӗҫ. Эпир, чӑвашсем, питӗ сарма юрататпӑр. Пӗр-пӗринпе килӗшмесӗр йӗрке пулмасть. Икӗ-виҫӗ хутчен пухӑнса та пӑхрӑмӑр – усси ҫук. Эпир хамӑр хушӑра килӗшсе татӑлаймасан пирӗн орфографи нихӑҫан та пулмасть. Анчах эпӗ пӗлсе ҫитермен сӑлтавсене пула, те пуҫлӑхсенчен килет, чӑваш чӗлхине юратма чарас кӑмӑллӑ ҫынсем пур пек туйӑнать. Вӗренекенӗн хӑй вӗрентекенӗнчен иртсе кайма тӑрӑшмалла. Пурнӑҫӑн тӗрӗс ӑсӗ ҫавӑнта...



05 октября 2023
17:57
Поделиться