Чăваш чĕлхи: Раççей Федерацийĕн вĕренӳ министерстви çирĕплетнĕ кĕнекесем

Чăваш чĕлхи: Раççей Федерацийĕн вĕренӳ министерстви çирĕплетнĕ кĕнекесем

Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ çĕнĕ вĕренӳ кĕнекисем хатĕрлес ĕçе хастар хутшăнать. Институт ĕçченĕсем юлашки икĕ-виçĕ çулта вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсемпе килĕшӳллĕн 20-е яхăн вĕренӳ кĕнеки хатĕрлерĕç.  Раççей Федерацийĕн вĕренӳ министерстви йышăнăвĕпе вĕренӳ кĕнекисен 4 комплекчĕ федерацин ятарлă переченьне кĕчĕ.

         Вĕренӳ кĕнекисен федерацин ятарлă переченьне кĕртнĕ учебниксене Чăваш кĕнеке издательстви 2023 çулта харăс пичетлесе кăларчĕ. Вĕсен шутне çак вĕренӳ кĕнекисем кĕчĕç:

         Чăваш чĕлхи. 5-мĕш класс: вĕренӳ кĕнеки / Л.П. Сергеев, Е.А. Андреева, Г.Ф. Брусова.

         Чăваш чĕлхи. 6-мĕш класс: вĕренӳ кĕнеки / Л.Г. Петрова, Ю.М. Виноградов.

         Чăваш чĕлхи. 7-мĕш класс: вĕренӳ кĕнеки / Ю.М. Виноградов, Л.Г. Петрова.

         Чăваш чĕлхи. 8-мĕш класс: вĕренӳ кĕнеки / Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова.

         Чăваш чĕлхи. 9-мĕш класс: вĕренӳ кĕнеки / Ю.М. Виноградов, А.С. Егорова, Л.Г. Петрова.

         Аса илтеретпĕр: ятарлă перечене кĕртес пирки Раççей Федерацийĕн вĕренӳ министерстви 2022 çулта авăн уйăхĕн (сентябрĕн) 21-мĕшĕнче 858-мĕш номерлă приказ йышăннă.

         Çавăн пекех, Чăваш кĕнеке издательстви кăçал «Чăваш чĕлхи» вĕренӳ кĕнеки 10‒11-мĕш классем валли те кăларчĕ (Чăваш чĕлхи. 10 ‒ 11-мĕш классем: вĕренӳ кĕнеки / Ю.М. Виноградов). Çак кĕнеке те федерацин переченьне кĕрессе шанса тăратпăр.



04 октября 2023
11:06
Поделиться