Тĕнчене çутă чăнлăх та килĕ (Г. Матвеева)

Тĕнчене çутă чăнлăх та килĕ (Г. Матвеева)

Анăç ен тÿпи хĕрлĕ пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Çавна май чунсене вăйлатмаллисем, пушшех çирĕплетмеллисем, тасатмаллисем те пирĕн пулмаллах. Тĕнчерен вăрçă пуçĕпех, пĕтĕмпех  кайнине пурте курасшăн, вĕт. Эппин, вăл нихăçан та пирĕн çĕрсенче  пулмалла мар!, – тетпĕр куллен. Ютсен тĕрĕсмарлăхне хирĕç тăмалла. Уйрăмах хальхи вăхăтра шкул ачисемпе, çамрăксемпе ĕçлемеллине пит туйса тăратпăр.

Акă, хамăр патăмăрта тӑван çӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ икĕ енлĕ акци пуçланнине сире те пĕлтересех терĕмĕр. Эсир вара, шансах тăратпăр,  ыттисене каласа чун кĕртме пултаратăр.

Ăна Чӑваш Енĕн вӗренӳ министерстви хÿт парса йĕркелесе пырать. Пĕрремĕшĕ – "Вӑрҫӑ ачисем" ятлă, чăннипех чĕрĕ йĕр хăварнă,  акци. Кунта шкул ачисене, шыравҫӑсене, çамрăк армеецсене тата ҫарпа патриотизм клубĕсене хутшӑнакансене тата ытти пӗрлешӳсене вӑрҫӑ ачисен аса илӳсен пуххине  хатĕрленĕ çĕре хутшăнма йыхравлаççĕ. Шкул ачисене "Вӑрҫӑ ачисен асаилӗвӗсем" темăпа ятарлă тӗпчев ӗҫӗсем тӑратма сӗнеҫҫӗ. Вĕсенче тӑван çӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ событисене ҫутатмалла.

Тепри вăл «Мăнуксен ачисем вăрçă пирки», е «Вӑрҫа хутшăннисен мăнукĕсем» темăпа иртекенни. Ҫавӑн пекех кунта та шкул ачисем, шыравҫӑсем, çамрăк армеецсем, ҫарпа патриотизм клубĕсемпе пӗрлешӳсене çÿрекенсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Тӗпчев ӗҫӗ вара икӗ енлӗ те пулма пултарать: «Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ ҫинчен» тата «Тыл ӗҫченӗ ҫинчен». Эппин, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи аслӑ геройӑн ҫапӑҫури е ӗҫри (тылри) паттăрлăх ҫулне кăтартмалла вăл ĕçсенче. Унтах чӑн-чӑн геройӑн пурнӑҫӗ е унӑн пурнӑҫӗнчи фронтри (тылри) эпизодсене сӑнланнине кĕртмелле.

Пулас ĕҫсене вырӑсла ҫеҫ мар, чӑвашла та йышӑнаҫҫӗ.  Вӗсене 2023 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнчен кая юлмасӑр çак электронлӑ адреспа çитермелле: chrio7@rchuv.ru .

Тĕплĕнрех акцин чи кирлĕ ĕç хучĕсене вĕрентÿ институчĕн сайчĕнчен те пĕлме пулать.

 

#Халăх шкулĕ



30 сентября 2023
10:45
Поделиться