Пĕр чун кĕвви пин саслăн чупĕ

Пĕр чун кĕвви пин саслăн чупĕ

Поэзин çул=йĕрне тĕрлĕрен хаклама пулать. Чи малтанах вăл сăмах вĕççĕн çÿрекен халăх сăмахлăхĕ кăна шутланнă. Кайран, пурăна киле, çырулăх çуралсан, литературăна куçнă. Çыннăн тĕп туртăмĕ пулса кунсерен кирлĕ илемĕш тĕнчин пĕр пĕлтерĕшлĕ юппи пулса тăнă. Халĕ те çаплах пулĕ: поэзине ниепле те манаймăн, ăна ниепле те путараймăн. Илемлĕх туйăмĕсĕр никам та пурăнма пултараймасть вĕт!

Кирек епле вĕренÿ шкулĕнче те, çунса тăракан поэзи тата унăн сукмакĕ тăрăх çутăлăхпа, тÿрĕлĕхпе, ирĕклĕхпе, тасалăхпа, тĕрĕслĕхпе уттаракан поэтсем пур. Вĕсем хĕвелĕн янкăр çути пекех чĕрене кĕрсе пĕр тухайми вырнаçаççĕ. Хурлăхра – хурлăхли, савăнăçра – савăкки пулса тăраççĕ... 

Акă, В.П. Станъял паллă тĕпчевçĕ «Чăваш халăх сайчĕнче» çапларах палăртать хальхи поэзин паянĕпе ыранне:

«Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ вӑхӑт, хальхи ҫынсемпе тӑван ҫӗршыв поэта мӗнлерех курӑнать-ха? Ҫутҫанталӑкра, тӑван ялта, ӗҫре-тивӗҫре, тӗрӗслӗхре тата... ҫапкаланчӑк ӗҫкӗҫсенче. Манра Ҫеҫпӗле ан шыра! — терӗ Олег (сăмах О.И. Прокопьев пирки пырать – Л.П.), кӗнеке ятне кӑларнӑ «Чӑвашӑм, пурӑн» сӑввине ҫеҫпӗлле ӑсталӑхпа вӑйлатма ыйтсан. Тем кала та, ҫӗр ҫул ӗлӗкхи Ҫеҫпӗл пек ҫивӗч ҫырсан паянхи чӑваша поэзире пӗртте япӑх пулмастчӗ те..! Каласси те, кӗрешесси те халӗ тивӗҫлипе тухмасть ҫав — ни Прокопьевӑн, ни Туркайӑн е Сарбин, ни Тарават-Саринен... Хальхи самана вӗри ҫунма ыйтмасть пулӗ ҫав. Эпир тулӑх самана ачисем вӗт! Вӑхӑчӗ пӑтравлӑ пулсан та. Лару-тӑрӑвӗ савӑнмаллиех марри сӑвӑранах курӑнать — тӑван чӗлхе пирки павракан тӳрен майри те, ачисем те чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, ваттисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ ялти «чи ватӑ мучие йӳн тупӑкра пытарӗҫ», «хупмашкӑн маннӑ хурсене тулланӑ выҫӑ йытӑсем», ашшӗсӗр ҫемьен сурӑхӗсене вӑрӑсем тытса кайнӑ. Ҫыннисем, ачисем, каччисем, хӗрӗсем ятламалла япӑх хӑтланаҫҫӗ. «Куратӑр: тӗнче усал, тӗнче хаяр». Ҫапах та «Темех пулман — тӗнче пӗтмен» тесе хальхи сӑвӑҫ, чӳречерен пӑхса, кофепе реххетленсе ларать. Чӑт, чӑваш! «Пурнӑҫ пӗтмен, пурӑнатпӑр-ха». Ҫапла ку чухнехи литературӑри чӑваш интеллигенцийӗн тӗнче курӑмӗ!». 

Эпир вара сире валли ятарласа О.И. Прокопьевăн пĕр сăввине илсе кăтартасах терĕмĕр: 

Шутлаттăм пĕчĕк чух: пысăклансан

Хăрушлăхпа пур ырату çухалĕ.

Çын пурăнни чи çутă çăлтăртан

та хитререх ялтăртартатса çуталĕ.

 

Манпа пĕрле ÿссе çак тĕнчене

Ăс кĕрĕ-ха пĕрре тесе шутлаттăм:

Усалĕпе ыррийĕ пĕр-пĕрне

Юратнине килетчĕ ман курассăм.

 

Пин çул иртет. Пăхап чÿречерен:

Кĕр кунĕсем çу ĕмĕтне пушатнă.

Эпир сисмен те, пирĕн чĕрене

Тумашкăн шурă хăрăмпа хуратнă.

 

Кĕтмен çилсем çÿреççĕ килсерен –

Чÿречĕре карса хÿтĕленеймĕр.

Çумри Пирĕштисем чĕрĕлмесен

Кĕр куççульне ĕçетпĕр ĕмĕр-ĕмĕр.

                                          2022



29 сентября 2023
07:51
Поделиться