Каç тĕттĕмне çутатакансем кирлех!

Каç тĕттĕмне çутатакансем кирлех!

Кун-çул карти пур-ши вăл тесессĕн, кам ăна тĕрĕс хурав пама пултарĕ халь? Кашнин «ыратса чупакан» асăмĕ тĕрлĕрен калĕ ун пирки. Инçет сассем те хамăр пурăннă чух ҫухалмаççех!


Тем хистет тата чун (е кун?) юппинчи чăнлăха тăтăшах кĕтме? Тепĕр чух тата ĕненме! Вара ирĕксĕрех тенĕ пек ун чухне поэт чĕрине уçса унталла кĕме тăрăшатпăр. Темле хĕрÿлĕх те пур вара унта… Ку хутĕнче, самай хурлантаракан тунсăх чĕтреннĕ тапхăрта, ятарласа Энтип Ваççин сăввисене тинкертĕм.

Хăйĕнпе, институтăн çуллахи комплекслă экспедици вăхăтĕнче, унăн тăван ялĕнче (вăл Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Хура шыв ялĕнче çуралнă) тĕл пулни те асăмрах. Каярах институт ĕçĕсемпе те пĕр-ик хут калаçнăччĕ… Халăх поэчĕ ята темшĕн илеймен вара вăл.


Эсир те унăн «сисĕмĕсемпе» интернетранах тĕплĕнрех паллашма пултаратăр. Унăн паллăрах кĕнекисем çаксем пулаççĕ: «Çăлкуç» (1974), «Алăри асамат» (1976), «Туслăх кăшăлĕ» (1977), «Пыл çунă ир» (1979), «Юрату юрри» (1984), «Самана» (1967)…

Энтип Ваççи:

Аннем чĕри тапать ман кăкăрта

Аннем чĕри тапать ман кăкăрта,
Тасалăхĕ ун – ăшă кăмăлта,
Эп саврăм унпала этемлĕхе, –
Мухтав сана, анне, ĕмĕрлĕхе!

Атте чĕри тапать ман кăкăрта,
Вăл харсăр арăслан та, кăйкăр та,
Вĕрентрĕ вăл мана тĕрĕслĕхе, –
Мухтав сана, атте, ĕмĕрлĕхе!

Туссен чĕри тапать ман кăкăрта,
Вăл нихăçан сӳнми шĕл кăвартан,
Ун ăшшинче упрарăм пĕрлĕхе –
Мухтав сана, туссем, ĕмĕрлĕхе!

Савни чĕри тапать ман кăкăрта,
Чуна чĕм кĕртекен хевти пуртан
Вăл чĕртрĕ туйăмри хĕрӳлĕхе, –
Мухтав сана, савни ĕмĕрлĕхе!

Çĕршыв чĕри тапать ман кăкăрта:
Мĕльюн чĕре, юнташлă йыш пуртан,
Упрать ытарайми ирĕклĕхе, –
Мухтав сана, Çĕршыв, ĕмĕрлĕхе!

Пур сивĕнми чĕре ман кăкăрта:
Вăл – халăхăн, хăрми тĕп тымартан
Вăй-хал парать вăл вилĕмсĕрлĕхе...
Тав, халăхăм, сана ĕмĕрлĕхе!

Л. Петров



27 сентября 2023
20:17
Поделиться