Пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ

2023 çулхи авӑн (сентябрь) уйăхĕн 20-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литература кафедри «Тӑван (чӑваш) литература» предметпа чӑваш чӗлхине начар е пачах пӗлмен ачасем валли хатӗрленӗ программӑсен актуаллӑхӗ тата методикӑпа содержани аспекчӗсем» (Актуальные, методические и содержательные аспекты преподавания родной (чувашской) литературы по программе для обучающихся слабо владеющих и (или) не владеющих родным (чувашским) языком) темӑпа семинар ирттерчĕ.
Пуҫламӑш, тӗп тата вӑтам шкулсенче тӑван (чӑваш) чӗлхине начар пӗлекен е пӗлменнисем валли хатӗрленӗ программӑсемпе ӗҫлекен вĕренӳ организацийĕсенчен 56 учитель хутшӑнчӗ.
Чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчĕ Н.Г. Иванова ертсе пынипе пухӑннисем пĕтĕмĕшле пуҫламӑш, тӗп тата вăтам шкулта Федерацин ҫӗнетнӗ патшалăх вĕренÿ стандарчĕ тӗллевӗсем пурнӑҫа кӗнине, «Тăван (чăваш) литература» предмет Федераци ĕç программи тытӑмӗнче пулнине палӑртрӗҫ. Вӗренӗвӗн пӗрлӗхлӗ содержанийӗн улшӑнӑвӗсене ӑша хыврӗҫ.
Пуҫламӑш, тӗп тата вӑтам шкул валли хатӗрленӗ Федераци ĕç программисенчи «Тăван (чăваш) литература» предмет содержанийӗпе тытӑмне тишкерчӗҫ, программа тӑвакан конструкторӑн тӗслӗхӗсене пӑхӑнса йӗркелемелли ӗҫ программисене проектлама вӗренчӗҫ.
Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсем пĕлÿлĕхпе ăсталăха ÿстермелли семинар пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕç.