Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. Раççейĕн суйлав йĕрки (суйлав тĕп комиссийĕн 30 çулĕ)

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче 1, 2 классенче ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «Раççейĕн суйлав йĕрки (суйлав тĕп комиссийĕн 30 çулĕ)» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: вĕренекенĕн ăс-тăнĕнче хальхи обществăра гражданинăн мĕнле правăпа тивĕçлĕх пуррине пĕтĕмĕшле курăм йĕркелесси; Раççейĕн суйлав йĕркин уйрăмлăхĕсене кăтартасси, çын пурнăçĕнче суйлав мĕнле вырăн йышăннине (гражданинăн суйлама тата суйланма ирĕк пурри) ăнланса илме пулăшасси, çынсен хутшăнăвĕн чăнлăхне ăса хума, тавçăрса илме май паракан услови тăвасси, право культурине никĕслесе аталантарасси.