Кун-çул юххи пурин те тикĕс пултăр!

Тулта – шевле йăл-ял çиçет
(П. Яккусен. «Чупса эс пырăн та – карта...» сăвăран).
Тĕттĕм кĕр те кĕçех хăйĕн питрен çапакан йĕпхÿ çумăрĕпе персе çитĕ. Вара хăш чух ĕмĕте чаракан, тепĕр чух ăна вăратакан касса вĕрекен çилĕпе йывăçсене унталла-кунталла арăш-пирĕш силлеме пуçлĕ. Хĕп-хĕрлĕн курăнакан икĕ ал лаппи пысăкăш вĕрене çулçи те, малтан йĕпениччен таçта çитиех вĕçнĕ май, пирĕн ăçталла утмалли çул-йĕре, çут ире, килес кунсене кăтартма пултарĕ-ши? Мĕнлерех туйăмсене вăратĕ вăл тата?
Темшĕн, тĕрлĕ йышши сыв пуллашу шуҫӑмӗ пирĕн ачаш чунсенчен нихçан та иксĕлмест пулех çав.
Кĕр енне, ытти ĕçсенчен пушанса çитсессĕн, интернет уçлăхĕнче сăмах пуçарнă, Петр Яковлевич Яковлев чĕлхеçĕ-поэта халалласа шкулта ирттерме палăртнă «Яккусен вулавĕcем» мĕнлерех шайра-ши халĕ? Унăн чĕррĕн янракан сăввисене чун кĕртмеллех пек туйăнать. Çав тăтăш кĕмĕлленсе пыракан йĕркесенчи чăвашсен ăрăвне еплерех тăсмалли шăнăрсем асран каймаççĕ. Хальхи пурнăçпа, малашнехи чăнлăхпа пусăннă пулĕ вĕсем. Эппин, вĕсене ăша хывсах пурăнмалла, капланса пыма памалла мар, пач сÿнтермесĕр тăтăш аса илмелле. Вĕрентекенсен те, шкул ачисен те… Чылай чăнлăх тупма пулать вĕсен кăварланнă ĕмĕт-шухăшĕсенче. Пач чĕмсĕр ларни суя çулпа та уттарма пултарĕ.
Акă, çав тĕллевпех унăн вилĕмсĕр темиçе йĕркипе çеç паллаштарма шутларăм эпĕ те сире:
Çунат сарма самант çитет те –
Инçе çул-йĕр тухать ума.
Каймашкăн йӳнĕ те билечĕ, –
Пит хаклă, хаклă таврăнма (П. Яккусен. «Кил» сăвăран)
Пуçа уссассăн та – ӳкмерĕм,
Ӳкме памарĕ сирĕн пил.
Нумай та мар пек ман эткерĕм:
Çап-çутă уйăх, ăшă çил... (П. Яккусен. «Эткерĕм» сăвăран)
«Эпĕр сире кун кăтартнă,
Пулнă пуль йывăр, анчах
Савнă сире, пит юратнă,
Савăр эсир те çаплах...» (П. Яккусен. «Картсем» сăвăран)
Л. Эрттемен