Пирĕн çине пуласси халь чăвашла пăхать-и?

Аван-и!!!
Ĕмĕр хыççăн ĕмĕр. Халăх. Шăпа. Пурнăç…
Ыткăнсах иртеççĕ вăхăтсем. Нушисене те самай куратпăр, малашне епле пулассине çеç чухласа çитерейместпĕр. Ку енĕпе курăмлă ĕçлекенсен ырă шухăшĕсене сив тунсăх кăна çавăрттарса ан илтĕрччĕ ĕнтĕ.
Хăш чух, «аки-сухисене алран ямасăр», иртейсе кайнă çулсен вӑрттӑнлӑхӗсене те тавçăрма тăрăшатпăр. Ăнланатăп, тахçанах туятăп, теприсем каялла çаврăнса пăхнисене питĕ килĕштермеççĕ. Каялла туртан, халĕ пĕтĕмпех малти интернет та йÿççипе пылаккине кăтартать, теççĕ. Шырамах тивет вĕт йăнăшрах çулпа кайнă самантсене те. Çапах та ĕлĕкрех çырса хунисем пирĕн чунсене шанăçпа хускатса, умри ĕмĕтсене кăшт урăхлăрах «вăратаççĕ» мар-и?
«… Чăваш чĕлхине юратман, ăна хурлакан çынсем нумайăшĕ ăна пĕлмеççĕ, пĕлсен те начар пĕлеççĕ. Чăнах та, чăвашла лайăх калаçас, лайăх çырас тесессĕн апла кăна пĕлни çитмест çав: ăна лайăх пĕлес пулать, пасар чĕлхине анчах мар, халăх юрлакан юрă-сăвăсене, ваттисен сăмахĕсене, авалтан юлнă халапсене, авалхи сăмах-юмахсене те пĕлес пулать. Çав юрăсене, халапсене, юмахсене-мĕнсене ахаль анлăн илни çитмест, вĕсене аван, калаçнă чухне те, май килнĕ вăхăтра, ун пек сăмахсене хушса калаçма пикенес пулать; çырăва вĕренекен ачасене те вăл сăмахсен илемлĕхне кăтартса, вĕсене юраттарма тăрăшас пулать.
Тата чăвашсем çинчен çырнă мĕн пур кĕнекесене вуласа, чăваш халăхĕн тĕрлĕ йăлисене тĕпĕ-йĕрĕпе тишкерсе, кĕнекесем çине çырнă авалхи сăмахсене асра тытма тăрăшас пулать.
Вăл сăмахсем питĕ илемлĕ, питĕ килĕшÿллĕ, питĕ çыпăçуллă; вĕсем хăш чухне кĕнеке çырнă çĕрте те, ахаль калаçнă çĕрте те питĕ кирлĕ, питĕ вырăнлă пулаççĕ.
Хăш чухне ун пек пĕр сăмах та пин сăмахран паха пулма пултарать.
Тата, сайра пулсан та, пур ялта та тенĕ пек, чĕлхе-çăвара ăста, чăвашла аван калаçма пĕлекен çынсем, ватă стариксем, ватă карчăксем пур. Вĕсемпе калаçса эпир чăваш халăхĕн хуйхи-суйхи çинчен, халĕ ăна мĕн-мĕн кирли çинчен пĕлме, çак эпир пурăнакан тĕнчери ĕçсем çинчен чăвашсем мĕн-мĕн шухăшланине пĕлме пултаратпăр…».