Йĕпленнĕ чĕресене сыватакан йĕркесем кирлех!!! Ялан!!! Вĕсем – сиплеççĕ

Çăлкуç та типет пулĕ, этемĕн те шав малалла чĕнекен пурнăç çунатти хуçăлать. Вара тăван çĕр те «анне» пулса тăрать. Тепĕр хут! Анчах та, е савăнакан, е йĕрекен хĕлĕхсене чĕртнĕ паллă поэтăн чĕри нихçан та чĕмсĕрленме памасть вĕт. Унăн йĕркисенче нумай-нумай çулсем хушши ăна хисеплекен, юратакан, хапăллакан халăхра вăл татах «тапма» пултарать-и? Хамăр пач пăтранмасăр пурăннă чух? Калăсăн, çут тĕнчи те пуриншĕн пĕр вĕт…
Кам çинчен шăпах паян сăмах пыма пултарнине тепĕр йĕркеренех эсир тавçăрса илме пултаратăр. Эпир вĕт вĕсен кулленех çунат хушма пулăшакан сăввисен йĕркисемпе тата хăш чух тĕпсĕр шухăша яракан кĕввисемпе ÿссе çитĕннĕ. Çавăн пек тандем. Маларах Совет Союзĕнчи, каярах Раççейри пин-пин шкул ачин, çамрăкăн, яш-кĕрĕмĕн, ытти ÿсĕмрисен пурнӑҫ шӑпи пулса тӑнӑ, вĕçĕм вăй хушакан юррисем…
Тĕлĕнмелле те пек туйăнать, вĕсен чунĕ-аллинче çав хавхалану еплерех ăнтăлса çуралса пынă-ши? Авторĕ хăй аса илсе каланă тăрăх, акă, «Мелодия» пĕр юрăн кăна (кĕвви чылай маларах çуралнă) сăмахĕсем икĕ çул хушши асапланса тенĕ пек, çырăннă, иккен. Ыттисен те хăйсен сывлăмĕ, сар хĕвел юратăвĕ, ĕмĕр манайми хунарĕ пулнă пулĕ. Пурте тенĕ пек пурнăç тытмалли пĕртте кивелми юрăсем вĕсем. Çутă куна телейлĕ пурăнса ирттерме йыхравлакан йĕркесем (вĕсенче хальхи пек эрех-сăрапа, ытти «ĕçтерекеннипе» юнашар тăракан пĕр сăмах та çук!): «Надежда» , «Нежность», «Орлята учатся летать», «До свиданья, Москва» «Нам не жить друг без друга», «Беловежская пуща», «Как молоды мы были»… Ку юрăсен йĕркине кашни хăй палăртса тепĕр хут тăсса «чĕртме» пултарать. Интернет, тÿрех пулăшса, куçне уçса кăтартать. Вĕсенче кашнинче мар пулин те, çавах ҫутӑ пуласлӑха шанни яр-уçăн курăнать. Эпир, чăвашсем те, ҫамрӑк пулнӑ май, вĕсене пĕр чарăнми янраттарнă. Халĕ те ăнлансах, ыр кăмăллăн, тепĕр чух чунсене ăшăтса шăрантаратпăр. Вăл юрăсем тата сăмахĕсем те (ыттисем пек сăввисене сутман пулĕ!) ҫӗнӗ ӑрура та пĕр чарăнми янрасса шанас килет. Поэтăн чĕрĕ саслăн янракан ĕмĕчĕ татăлчĕ пулин те, ыттисен пурнăç телейĕ малаллах пырать… Çапла пулĕ те. Хальхи тикĕсех мар, çич-сакăр тĕслĕ саманара та.
Л. Пэленич