Муталашкаласа çеç пурăнас марччĕ…
Чылайăшĕ пĕлет те пулĕ, Валерий Васильевич Андреев ырă ячĕпе паян çÿхе икерчĕ пĕçермелли кун. Шăпа тени çынна темле те тĕрĕслесе пăхать. Пĕрне вĕçмелли çунат парнелет, теприне асаплантарса пурăнтарать.
Ырăсем пире, чăвашсене, пĕртте усал тумалла мар тесех шухăшлатпăр хамăр та, тепĕр чух.
Тÿрех калатăп, çак çутă тĕнчери ăслăхра, вĕрентÿре паллă чĕлхеçĕ, лăпкă доцент пĕртте телей-талансăр (ку сăмахĕ – Ашмаринран!) пулмарĕ. Куратпăр ĕнтĕ, вăл тĕпчесе пичетленисем - ĕмĕрлĕхе!
Валерий Васильевич чăн çĕре çамрăклах кайрĕ. Лайăх çыншăн куккук сасси мĕншĕн çапла час татăлчĕ? Вăл сываласса питĕ çирĕп шаннăччĕ, анчах та питĕ шел, усалскерĕнчен ниепле те хăтăлаймарĕ. Кун-çул кĕнеки мĕншĕн çапла пулса тухнине, хăй кăна хуравланă пулĕччĕ-и, тен?
Унăн витĕмлĕ саccине савăнса итлеме пире те, тăванĕсене те урăх пÿрмен курăнать. Канăçсăр чĕри пирĕн чĕлхе пĕлĕвне епле çитменнине халĕ пушшех туйса тăратпăр. Çывăх ĕçтеш чĕлхе-çăвара пит ăстаччĕ. Сăмахпах миçе студента сиплемерĕ-ши? Вĕсем халĕ чĕлхене юратсах, хаваспах унăн ĕмĕчĕсене малалла тăсаççĕ, шута хурсах ĕçлеççĕ, телейĕсене туптаççĕ. Чăваш чĕлхи грамматикинче епле улшăнусем пулса пынисене тишкерекен хальхи вăхăтра пушшех кирлĕ, вĕт!..
Ман ăсăмпа, эппин, вăл çырса хăварнисене тепĕр хут алла илес шанчăк-ĕмĕтпех пурăнатпăр.
Валерий Васильевич Андреев, паянтан, тен, таçта лере-унта та, хăйĕн пултарулăхне кура, темле кăна илемлĕ шăпăр сассине итленĕ май, сăнарлама, хайлама, юрлама пултарĕ. Эпир вара вăл чăннипех чуна витен асамлă чăваш сăмахĕн хуçи пулнине нихçан та манмăпăр.
Л. Пэленич
Шупашкар хули.
2023 ç., авăн 15-мĕшĕ.
#Халăхшкулĕ