Ан ÿктĕр никам та лап!!!

Аван-и!!!
Кăвайт çине пăрахнă турпас та тĕрлĕрен çунать.
Хăш чух шавпалах, тепĕр чух пит лăпкăн иртекен куна тăнласах сăнанă-и эсир? Каçхи сĕмлĕхрен тухать те вăл, пин-пин тĕрлĕ ĕмĕтсене шыраса е тĕл (тĕв!) патне çитерсе, пĕр килет те пĕр каять...
Тата эпир ăна кашни пĕрерĕн кун-çул таппинче куратпăр. Акă, „Чăваш халăх сайтне“ (ĕнер ăна йĕркеленĕренпе 18 çул çитрĕ те, иккен! Пит çамрăк курăнать-ха! „Халăх шкулĕ“ те хаваспах саламлать çак паллă кунпа, чăвашлăх ĕçне йÿле ямасăр, малашне те хастар утăмпах пурнăçласа пырасса çирĕп шанать) йĕркелесе тытса пыракан Н.А. Плотников çапларах палăртать:
– Пин-пин ҫул пухӑнса пынӑ чӑваш культурине манмалла мар. Мӑн асаттесем пухса пынине эпир салатма тивӗҫ мар. Анчах ҫав пухмача хамӑрӑн та пуянлатма тӑрӑшмалла. Пулас ӑрусене вӑл тата пуянрах е пуянланса куҫтӑр.
– Сан ӗҫе курччӑр, хаклаччӑр теме хӑвăн ӗҫе кӑшт рекламӑлама та пӗлмелле. Унсӑрӑн кам асӑрхӗ? Тепĕр енчен, хама илес пулсан, эп хам ӗҫе ытлашши рекламӑлама юратмастӑп. Кама кирлӗ – вӑл асӑрхӗ, хак парӗ. Хистеме юратмастӑп. Апла пулин те, ман пурнӑҫра хаклакансем, хавхаланакансем – шӑп та шай пӗлӗтрен йӑтӑнса анакансем. Ҫавна май эп ҫакӑн пек шухӑш патне пырса тухрӑм: ӗҫлесен-ӗҫлесен сана ҫавах кам та пулин асӑрхатех. Тен, Чӑваш Турри те пулӑшать.
– Мухтани ҫынна пӑсать тесе ахаль каламаҫҫӗ пуль. Тепӗр енчен, эс тӑвакан ӗҫе ытлашшиех хакламанни кӑмӑла хӑш чухне пӑсать те. Теприн ӗҫне, вӑл сахалтарах тунӑ пулин те, каҫса кайса мухтаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ кӑшт кӗвӗҫтерет те. Ҫапах та кунта ман шутпа чи кирли вӑл – эс тӑвакан ӗҫ тӗрӗссине ӑнланса ӗҫлени. Ҫавӑнпа та эп хамӑн ӗҫе хак парасса кӗтсе тӑмастӑп. Ӗҫлетӗп. Эп туни тӗрӗс пулса пырасса кӑна шанса тӑратӑп. Йӑнӑш ҫулпа каяс марччӗ.
Тата тăван халӑхӑн малашлӑхне шанса ӗҫлетӗп. Тем тесен те пин-пин ҫул историллӗ халӑх, ҫак вӑхӑта ҫити пурӑнса ҫитернӗскер, вӑхӑт историйӗнче ҫухалмастех тесе шанатӑп. Енчен те халӑх малашлӑхне шанас ҫук пулсан, мӗнле ӗҫлемелле-ха?
Уйрӑммӑн калас килет: литературӑра та халӑх малашлӑхне ҫутӑ енчен уҫса памалла. Паянхи литературӑна вулакансем халӑхӑн малашлӑхне туйса пыччӑр. Вуланӑ май, чӑваш халӑхӗ 20 (50,100) ҫултан пӗтет текен шухӑш вӗсен ан ҫуралтӑр. Пурнӑҫ вӑл яланах кӳрешӳ. Сиксе тухакан пӑтӑрмахсемпе кӗрешетӗн, инкексемпе. Анчах кӗрешӳ тӗллевӗ те пулмалла-ҫке: ҫын ялан мӗншӗн те пулин кӗрешет. Ҫутӑ малашлӑхшӑн. Тулӑхлă, çителĕклĕ пурнӑҫшӑн. Малта тӗллев ҫук пулсан, кӗрешме те сӑлтав ҫук. Вара ҫын пӗтет, этеме куҫать. Ун кӗлетки диван ҫинче телевизор пӑхса выртмалӑх кӑна юлать.
Л. Петров