Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç

Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем хăйсен пĕлĕвне ÿстерчĕç

Çĕнетнĕ ФГОСпа федерацин вĕренÿ программисем вăя кĕнĕ тапхăрта чăваш чĕлхипе литературине мĕнле вĕрентмелле? Ĕç проограммисене мĕнле калăпламалла? Çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе уроксем мĕнле ирттермелле? Çак ыйтусем тавра авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ĕçченĕсем пĕлĕве ÿстерекен вĕрентекенсемпе Чăваш наци библиотекиче кĕрет занятисем ирттерчĕç.

Анна Егорова тата Надежда Иванова ертсе пынипе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе усă курма вĕренчĕç, ĕç программисене çĕнĕлле çырас хăнăхусене алла илчĕç, тематика планне хатĕрленĕ чух Наци библиотекин ресурсĕсемпе усă курас вăрттăлăхсемпе паллашрĕç. Занятисем вĕçĕнче ирттернĕ тĕрĕслев педагогсем çĕнетнĕ ФГОспа тата федерацин вĕренÿ программисемпе вĕрентме хатĕр пулнине кăтартса пачĕ.

Вĕрентекенсем пĕлĕве ÿстермелли курс усăллă та тухăçлă пулнине пĕлтерчĕç, илнĕ пĕлÿпе хăйсен ĕçĕнче усă курма шантарчĕç.



07 сентября 2023
19:05
Поделиться