Паян-ыранлăхăн ырă кĕвви ăша пачах ан çунтартăр!

Паян-ыранлăхăн ырă кĕвви ăша пачах ан çунтартăр!

Аван-и!!! 

Нимрен пахи çак пурнăç. Хамăр!

П. Хусанкай 

Пурнăç çулĕн чуппи вĕçĕм çапла. Тата тепĕр туйми е туйтарсах çывăрттарнă талăкăн пĕр тĕшши-саманчĕ хăйĕн йĕпписене хухăлтарса çĕр каçнине асăнмалăх çеç тенĕ пек хыçа хăварчĕ. Хăйĕн хулпуççийĕ çинчен темĕн чухлĕ никам çырса пĕтерейми вăрттăнлăх илсе пăрахрĕ вăл. Камшăн çутă каç, камшăн хура каç пулчĕ пулас…

Тухнă-тухман çÿлти хĕвел пирĕн еннелле тем тĕрлĕ те пăхма пуçларĕ: пĕр (шуйханнă çамрăксене курсан) йĕкĕлтевлĕн, пĕр (пĕлĕтсен айне çутине самай пытарсан) салхуллăн, пĕр (нихçан манмине аса илтернĕн) савăнăçлăн…

Çĕршер-çĕршер  куç тĕлленĕ вĕрентекен çине кăмăлне вара, асамçă евĕр,  ялан ăшăтса çитертĕрччĕ! Унра, ун аллинче вĕт пĕтĕм ÿсĕм таппи!

Пин-пин çыннăн шухăш-кăмăлне, тăрук ăçтан пĕлсе пĕтертĕр ĕнтĕ вăл та, çут хĕвел?

Этемĕн, куçне уçнă уçман, кашнийĕн – чĕре таппийĕн, чун йăпатмăшĕн, тивĕçлипе çăкăр çитерме çунтаракан-уттаракан ăсталăхĕн çулĕ пачах раснан курăнма пуçларĕ. Кун пирки пĕри (хăйне япăхрах туяканни) нумай шухăшларĕ, тепри, хăйĕн çĕкленÿллĕ кăмăлĕпе, юратнă ĕçне тÿрех кÿлĕнчĕ. Çыннăн чăтăмĕ (ĕмĕрхи чăтăмлăхĕ), унăн кулленхи хусканăвĕ, ĕмĕтри пуласлăхĕ çапларах çулпала, çав-çавах ыранлăх хĕмĕпе, уттарчĕ пулĕ:

„Вĕçме тĕнче ирĕклĕ те, ларма тăвăр пулать“,

„Ахальрен ахах пулас çук“,

„Пĕр пуçланса кайнă ĕçĕн ури пурах“! 

Л. Пэленич



06 сентября 2023
08:05
Поделиться