Ăшăмăрсене куллен вăркăттарса чĕнекен шкул

Ăшăмăрсене куллен вăркăттарса чĕнекен шкул

Ырӑ кун пултӑр!!!

Паянхи ытарлӑ хисеппе пурне те саламлатӑп!!!

Ку чун хускатмӑш кун пурне те пырса тивет. Темле асамлӑх та пур унта. Кӑмӑла ҫунатлантараканнисем пушшех пулсассӑн, ялан темле ҫӗнӗ пурнӑҫ килнӗ пекех. Ҫапах та пӗрисемшӗн вӑл – пысӑк савӑнӑҫ, яваплӑх, тӗрӗслӗх. "Ӑслӑ пул" тенине эпир упаленме пуҫланичченех илтнӗ пулӗ... Ҫав савӑкпах пуҫласа пӗрремӗш хут ӑша кӗрсе юлнӑ, чӗриклетекен (ун чухнехи!) шкул  алӑкне темле вӑтануллӑн уҫнӑ.

Кунта вара эпир чӑннипех пур енлӗн тӗрекленнӗ. Хыт тытнӑ вӗрентекенсене халӗ те ялан ырӑпа аса илетпӗр.

Теприсемшӗн, иртнисемшӗн кулянакансемшӗн, паллах, салхуллӑх сӗмӗ пурах-тӑр. Темле шӑпана та, мала утма мӗн-мӗн чӑрмантарнине тунсӑхлӑн аса илетпӗр. Хӑюлӑх ҫитерейменшӗн хамӑра ӳпкелетпӗр. Ӑнтӑлу ҫулӗнчи йывӑрлӑхсене ниепле нухратпа та ҫӗнтерейменнине кайран ҫеҫ, чылай вӑхӑт иртсен, пурнӑҫ кулачне тутансан кӑна туйса илетпӗр.

Тӑван шкул ҫути вара нихҫан манайми шевле, ӳсӗм, тӗнче... Вӗрентекенсен ыр ҫимӗҫне те халӗ те чӗресенче усратпӑр. Ыранхине курма вӗрентнӗшӗн, кун-ҫул нушинче шкул ачине ("шкул ачи" паян пит илӗртӳллӗн янрать вара!) тӗрӗс тытма ӑсталӑх кӳнӗшӗн пуҫа пӗксех тав тӑватпӑр.

Пурин те пӗлӳ шайӗ ӳссех пытӑр!!!

Ҫӗнни вара вӗҫекен е вӗҫсӗр ӗмӗтсене пурнӑҫлама куллен пулӑшса пытӑр!!!

Этем чунӗн ырӑ та таса пуласлӑхӗ – куҫпа виҫейми, сӳнми ӑс-хакӑлта!!!

Вӗрентекен аллинчи пӗлӳ кӗреҫине "ăнсăртран катӑласран" куҫ пек упрар, вăл пĕр вĕçĕмсĕр пурне те кирлине нихăҫан та манар мар!!!

Пĕлÿ компĕнхĕлĕхĕсем таçти пуш хирте мар, кирлĕ ĕç=пулăм чĕнекен тĕнчере çеç çÿреччĕр!!! 

                                                                    Л. Петров доцент



04 сентября 2023
11:09
Поделиться