Ăс=хакăл мулĕ çăкăр ыйтмĕ!

Ăс=хакăл мулĕ çăкăр ыйтмĕ!

Аван-и!!!

Шкул шавĕ ыррăн пултăрах

Савса шăнкравĕ култăрах...                                                                                                    

Паянтан та, ырантан пушшех те, пирĕн кăшт шывланакан куçсенче, тĕслĕ-тĕслĕ кăмăл витĕр, умри пĕлÿ керменĕсем, йăл-л! кулакан, хитре çĕклемлĕ шкул ачисем тĕрлĕ сюжетсенче шăкăрин курăнĕç. Чунпала ăнланмалли тепĕр тапхăра кĕретпĕр. Вĕренессин вĕçĕ çук тет, тăван халăх. Асамлă хăватсем вĕсем темĕн чухлех, анчах та вĕреннине, пĕлÿне, ăс=хакăла  çитекенни  çук та пулĕ.

Эппин, хĕвеллĕ çу кунĕсем пĕтĕмпех шăранса иртсе каймарĕç пулин те, пирĕн ума пин-пин ача сассиллĕ сентябрь çитсе тăнине туйма пуçлăпăр.   Кашни тĕрлĕрен   курса ăша хывать пулĕ халĕ ăна. Чĕмпĕре кăна мар, Мускава çитме тĕллев тытаканшăн та çул уçă халĕ.                                             

Çу кунĕсем те пит хăвăрт иртсе кайнишĕн те питех кулянмăпăр. Пушшех, "шкул" тата "канăç çук" ăнлавсем палăрмаллах илтĕнни эпир малаллах кайнине пĕлтерĕ. Кама савăнса, кама, тен, кăшт   кăмăлсăрлантарса...                                                                                          

Çирĕппĕн, тĕллевлĕн, тĕрекленсе вĕренÿпе ăслăх еннеллех ăнтăлар.  Пире телейлĕ тăвакан çунатсем ялан кирлĕ вĕт! Чипер юл август!  Илĕртÿллĕ сентябрь, ăнăçу çулĕсене вăй хушса, чăн-чăн ĕçченçĕ пек чĕнсем малаллах пурне те!!! 

                                                                    Л. Пэленич       



01 сентября 2023
08:00
Поделиться