Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр. ПĔЛӲ КУНĔ

Пĕлӳ кунĕ – кашни çыншăн чи савăнăçлă та хумхануллă уявсенчен пĕри, вăл кашни çын чунне çывăх та, хаклă та. Шкулта вĕреннĕ çулсем пурин чун-чĕринче те ырă аса илӳ хăвараççĕ, çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантараççĕ. Хисеплĕ вĕрентекенсем, вĕренекенсем, ачисемпе мăнукĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланакан хастар ентешсем! Сире пурне те çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатпăр! Пĕрремĕш вĕренӳ кунĕн пĕрремĕш сехетĕнчех илнĕ хавхалану вĕренӳ çулĕ вĕçленичченех вăй-хăват парса пытăр!
Хисеплĕ ĕçтешсем! Иртнĕ вĕренӳ çулĕнчи пекех шкулсенче кашни эрне пуçламăшĕнче пур çыншăн пĕлтерĕшлĕ темăсем пирки калаçу иртĕ, унта кăсăк та кăткăс ыйтусене хускатĕç. Чăваш республикин вĕренӳ институчĕ вара пурне те интереслентерекен темăсем тăрăх пуян содержаниллĕ те нумай енлĕ аталантаракан сценарисене чăвашла хатĕрлеме тăрăшĕ.
Халĕ сире «Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçатпăр» проектăн авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче 1 класра ирттермелли черетлĕ класс сехечĕ сценарийĕн чăвашла варианчĕпе усă курма сĕнетпĕр. Заняти «Пĕлӳ кунĕ» темăпа иртĕ.
Заняти тĕллевĕ: малашнехи пурнăç, пуласлăх ăнăçлă пултăр тесен вĕренни пысăк пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулнине ăнланса илме пулăшасси; вĕренес тата пĕлес туртăма йĕркелесси; общество аталанăвĕн шайĕ ăслăлăхпа (наукăпа) вĕренӳ шайĕнчен килнине палăртса хăварасси; Раççей обществине аталантарас ĕçе пысăк тӳпе хывнă ăслăлăх ĕçченĕсене, чаплă ученăйсене хисеплеме вĕрентесси.