Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн

Аван-и!!! 

(Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн хамăр ырă кăмăлсене хускатма тăрăшни)

Акă, кĕçех çурла уйăхĕ те вĕçленет. Хуп=хурран курăнакан кĕр кунĕсем малашне-ха, çапах та. Çут çанталăкăн ылмашакан тепĕр тапхăрне кĕретпĕр. Тĕрлĕ сăнлă пулса иртекен чăваш çĕрĕнчи кунсем=каçсем кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланмаллине те аса илтере пуçларĕç… Хальлĕхе ытларах, темшĕн, рекламăсенче.

Тата вĕрентекенсен хăй йĕркипе пыракан пĕлтерĕшлĕ конференцийĕсем умлă-хыçлă пулса пынисенче те çавнах куратпăр, туятпăр…

Ăшă кун хĕвелĕпе тулса ларнă пĕтĕм чăвашлăх çăлтăрлăхне чĕмсĕр пĕлĕтсенчен упранă, ăна виçĕ тĕрлĕ юратупа (ачасене юратмалла, ĕçе юратмалла тата тăван çĕр=шыва юратмалла!)  татса пама хавхаланса чĕннĕ, педагогикăри  «Нобель премине»  чăннипех тивĕçлĕ вĕрентÿçĕ, улăпçă-чăваш тата тăван халăхăн шăпине куллен шур сухалçă пек шухăшласа ăшăтнă, тĕреклентернĕ, вăй панă, тĕнчипех ырă ят-сум илтернĕ вĕрентекен хамар чăвашсенех пулнине пачах та манар мар, эппин.    

Ялан телей пĕрчисене кĕтекен этем чунĕ-кăмăлĕ – ирĕклĕхпе тулса ларнă пирĕн космос-галактика пекех – вĕçĕ-хĕррисĕр... Хаваслăхпа тĕтрелĕхре иртсе пыракан кулленхи ĕç-хĕл (паянхи тĕнче шавĕ мĕнлерех пулнине хăвăр та пит лайăх чухлатăр=туятăр!) малтан такам хатĕрлесе хунă сюжет тăрăх шунăнах туйăнать. Хальхи тата ыранхи пурнăç тупсăмне çак асамлă та шавлă тĕнчен сăнĕнче еплерех куратпăр-ха тата? Эпир унта пит асăрхануллăн çеç, вăхăтăн-вăхăтăн  çеç шухăша путса хамăра кирлине шырама тăрăшатпăр-ши? Юнашартиех пирĕншĕн ют асап, ют инкек пирки тĕрлĕ информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ. Хамăрăннисем вара? Вĕсене йăлт туйса, чĕрепех ăнланса илме пулăшаканĕ кам?

Шутлатăп та, ĕмĕр асăнмалăх çырăнса юлайнă тăван кил тĕнчинченех пуçланать çак шиклĕ ĕмĕрĕн арки. Пĕрисен ăна тепĕр хут аса илме вăхăт та çук (куççуль çеç ан юхтăрччĕ теççĕ пуль!), иккĕмĕшсене вăл пачах кирлĕ мар (чунĕсем пит шăппăн тĕлĕреççĕ=çке вĕсен…), виççĕмĕшсем вара унсăр пурăнма та пултараймаççĕ (канăç мĕнне пĕлменнисем – вĕсен чунне тем те илĕртет!).

„Чĕлхи-çке, чĕлхи – эмел...” – тенĕ, чи малтан, чăвашсен пурнăç шкулĕн хисеплĕ тĕпчевçи, хастарĕ тата этнопедагогика йĕркелÿçи Г.Н. Волков кун пирки. Кашнин вĕт çак пире парнеленĕ пурнăçăн чăннипех  тĕреклентернĕ шăпи – аса илÿсенче, пурнăçланайман ĕмĕтсенче, вăхăтра туса пĕтереймен тапаланса тăвакан ĕçсенче… Аннесен, апайсен, кукамайсен=мамаксен шăпи чи малтан куç умне тухать пуль ун чухне. Тата малта вара еплерех?

Çыннăн пурнăç тăршшинчи кирек епле ăнтăлăвĕ та ыр тивлетлĕ саккунсем çинче йĕркеленсе пыма тивĕç.  Педагогикăра çавсене тупса палăртасси ĕмĕрсем хушшинче çирĕпленсе çитерейнĕ вĕренÿпе вĕрентÿ конституцине хатĕрлесе çырасси евĕрлех.

Хăйĕн пытанчăклăрах ĕмĕтне Л.П. Кураков профессор каланине хам та пĕрре кăна мар илтнĕ: «Пирĕн ĕçсенче ялан «чоп» пулмалла: «честность», «объективность», «правдивость».

Аннемĕрсене юратни, ача-пăчана та юратса вĕрентекенсем пекех пултару çулĕпе уттарса  çитĕнтерме тăрăшни, тăванăмăрсене хисеплеме вĕрентни – педагогика туррин чи кирлĕ халалĕсенчен  пĕрисем пулаççĕ те пулĕ. Тăван халăхăмăрăн тирпейлĕ те асăрхануллă хĕвĕнчен тупса кăларайнă çичĕ шанчăк (ĕç, сывлăх, ăс, туслăх, ырăлăх, тасалăх, тĕрĕслĕх) пĕтĕмпех халăх традицийĕсене, ăс-хакăла, çĕнĕ шухăшсене, пурнăç опычĕпе вĕрентĕвне, сапăрлăхне тишкерекен 20-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи çĕнĕ ăслăх пулса тăчĕ, ăна Геннадий Никандрович Волков куллен тăван чĕлхепе каласа кăтартмалли, пирĕн шутăмăрпа, ытларах ирĕклĕ те телейлĕ ачалăхпа çыхăнтармалли этнопедагогика шайне çĕклерĕ. Ахальтен мар пулĕ В.А. Разумный философ-шухăшлавçă  „Г.Н. Волков вăл – этнопедагогикăн шыравçи, никĕслевçи, палăртавçи, саравçи... тата тăван çĕр=шывăн мухтавлă патриочĕ” – тесе палăртнă. 

Кирек епле ăслăхра та чи малтан анăçри пĕлÿ тĕнчинчи Аристотеле, Гераклита, Платона тата ыттисене те асăнаççĕ.  Тухăçри педагогикăра (тутарсен, пушкăртсен, чăвашсен, якутсен, тен, калмăксен ... тата ытти нумай халăхсен те) вара тĕп сăнар çĕнĕ ăрусем кĕтекен тăван халăхĕ пек туйăнать пире. Унăн ăс-халлă та ĕмĕт таппиллĕ тупсăмĕпе пилне эпир чи малтан çут ĕмĕтсен кĕмĕл-мерченĕпе тулнă сăмахлăхра, хамăр пурнăç якатса çитернĕ тыткаларăшра, сулмаклă та вăй-халлă хăнăхусенче шыратпăр.

Эпĕ шутлатăп та, чăваш çыннин арçынĕ-хĕрарăмĕ те куллен, ирĕн-каçăн пулăхлă çĕрпе тарлаттаракан («Пурнăç тăвас тесен çурăм тарличчен ĕçлес пулать»), пĕтĕмпех килĕштерекен («Çĕр аннене юратсан выçă вилмĕн», «Ĕç çынна илем кÿрет», «Çĕр кăкри перекетлĕ»…), çитменнине самай ĕсĕклеттерекен («Пур инкекшĕн макăрсан ăçтан куççуль çитерен») ĕçре пулнă пулин те, çавах хĕмленсе ачисем пирки, пуласлăхĕ пирки шухăшланă, канашланă, сÿтсе явнă. Çавăнпа та хальхи пек ятарласа воспитани (сапăрлăх) ыйтăвĕсемпе ĕçлеме вăхăт-майсем тупайманран – вăл ăна (пепкене, пĕчĕк ачана,  хĕр=упраçа, яш=кĕрĕме…) пĕртте чăлханмасăр утма каллех пурнăçри тĕрлĕ сюжетсем урлă хатĕрленĕ.  Чи малтан çав анлă тĕнчен ăсталăх йĕркисене «сăмахсемпе вĕрентсе каланисем»  –  ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сăнанисем (сăнавсем),  халăх  сăмахлăхĕн ытти вак жанрĕсем çырăннă. Тен, çавăнпах пулĕ чуна тирпейлĕн сыхласа хăварма чăвашсен мăн аслашшĕсемех СĂПАЙ, СĂПАЙЛĂХ («Сăпайлă сăмах сăрт хускатать») сăмахсене çуратнă.

Мĕн пытармалли, хурапа шурă, мăшкăлтăклăхпа тасалăх, кĕвĕçÿпе юратулăх –  пирĕнпе куллен юнашар утаççĕ. Миçе пин чăваша тÿррĕн утма хăнăхтарчĕç пулĕ, миçе пин чăваша урмăш кĕлеткеллĕ  туса ячĕç пулĕ çак «ăш хыптармăшсем»?… Халĕ те вĕсем сăваплă çут çанталăкра тавлашса пĕр-пĕрне çĕнтереймеççĕ. Çакна чи малтан асăрхаканĕсенчен пĕри каллех пирĕн Г.Н. Волков пулнă. «Волков профессорăн ĕçĕсем унăн ăслăлăх ĕç-хĕлĕн анлăшне уçса параççĕ. Унăн уйрăмах вăйлă енĕ – ăсчахăн шухăшĕсемпе ĕçĕсем,  пурнăç йĕркийĕпе пĕр килнинче» (Тео Глоке академик, 1983, Эрфурт).

Вăл çырса панă тата тупса палăртнă халăх педагогикин ылтăн çÿпçинчи тасалăх, çирĕплĕх, туслăх çăлкуçĕсем пире куллен чи малтан этем пулма пулăшса пыма тивĕç. Унăн тĕлĕнтермĕш, чуна тивекен сăмахĕсем халĕ питех пирĕн хăлхасене кĕресшĕнех мар пулас. Тен, вĕсене шута хуманни хальхи кунсенче кирлĕ те мар? Вĕсем пушшех кирлĕ пулнине пит лайăх куракансем те пур вĕт!

Çапах та тăван халăхăмăрăн «градусникĕ» вăл пирĕн аса илÿсенче çухалми пулни – хамăр хушăмăртине, çывăхрине лайăхрах курма, асăрхама ăнтăлниех пулĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, куллен кирлĕ ырă канашсем сывлăш пÿлĕннĕ чух çуралаймаççĕ.  Асаплăн чĕриклетсе вăл каланисем халĕ Ю. Сементер, С. Асамат, А. Тарасов, М. Карягина, Н. Кириллова, В. Туркай… ĕçĕсенче çуралса, пурте  кĕтекен тенĕ пек шанчăкпах тăван халăх ĕненĕвне сарăлаççĕ.

Пире куллен шанчăк çути панă, тус-тăван хĕвелне тĕнчипех сапаланă чăн=чăн чăваш палăртнисене пурнăçа кĕртме, чăваш ăслăхĕн, чун-хавалĕн аптраманлăхне, хăнăхăвне чăнлăх çулĕпе уттарма эпир куллен тивĕç вара. Малашне те! Паллах, пилĕкĕсене пĕрех авакан çитес ăрусем – çитес ĕмĕрсенче те!!!

                                                                © Л. Атлай



29 августа 2023
08:07
Поделиться