«Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурсăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăнма хатĕрленетпĕр

«Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурсăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне хутшăнма хатĕрленетпĕр

«Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурс Раççейре кăçал иккĕмĕш хут иртет. Унта регион тапхăрĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă вĕрентекенсем ăмăртаççĕ.

Конкурсăн пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ Черкесск хулинче иртĕ. Чăваш Республикин чысне Шупашкар муниципалитет округĕн Мăнал шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Анжела Московцева хÿтĕлĕ.

Пултаруллă вĕрентекен конкурса хатĕрленме пуçларĕ ĕнтĕ. Ăна ку ĕçре Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри пулăшса пырать.

Çурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Анжела Московцева Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче Пушкӑрт, Тутар тата Чӑваш республикисенчен, Чӗмпӗрпе Тюмень облаҫӗсенчен канма килнĕ чăваш ачисемпе заняти ирттерчĕ.

Занятире Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçи Анна Егорова, Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, «Тăван чĕлхепе литературăна чи лайăх вĕрентекен» конкурсăн пĕлтĕрхи лауреачĕ Александр Степанов,  Шупашкар хулин 33-мĕш шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Ирина Диарова пулчĕç. Вĕсем конкурсанта хавхалантарчĕç, усăллă сĕнÿсемпе канашсем пачĕç.

   



25 августа 2023
15:51
Поделиться