Ырă çын ырах пулать, усалли усалах юлать

Ырă çын ырах пулать, усалли усалах юлать

Уй варринче мана кĕтет

Асаттесен лаштра юманĕ…

(Петр Яковлев. Юман чĕлхи. – Ш., 1990. 3 с.).

Эпир пурăнатпăр кашни уйрăмшарăн,

Пĕрле пурнаймастăн, çĕре пĕр ÿксен… (çавăнтах, 75 с.). 

Иртнĕ кун=çулсен тăварĕ еплерех пулнине, паянхи «пĕремĕкĕ» мĕнлерех хаш! сывлаттарнине Петĕр Яккусен «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем: сăвăсем» çĕнĕ кĕнекинче те куратпăр. Çĕрпе пурăнакан, чăваш хирĕсенче ÿсĕм пуласлăхне куракан пин=пин чăваша (тăван халăх юратакан поэт ăна пĕртте именмесĕр питĕ лайăх калать!), хамăрăн вашаватлă чунсенче те чĕрĕлĕх туйăмĕ кирлех пек туйăнать.

 …Ыр сунсамччĕ мана, çут тĕнче!

 Пурнăçланччĕ, анне пехилĕ!

 Чĕкеçсем вĕçмесен пуç çинче

 Эп калаймăп: «Ак ку – манăн килĕм».

     (Петĕр Яккусен «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем: сăвăсем». – Ш., 2021, 35 с.). 

Петр Яковлевичăн пирĕншĕн ялан чĕрĕ сăмахĕ - чĕрери, чунри йăлтăр сăмах. Унăн, ăсталанă, чун панă поэзийĕ - вулакана, чи малтан, ман шутпа, ИЛЕМЛĔ, ĂСЛĂ, ЫР СУНĂМЛĂ тăвать.

        Сăмахра нимĕскер те ан шырăр,

        Сар сăмах вăл – сар мăйăр хуппи,

        Тем тери пултăр чаплă та ырă, –

        Тĕшшинче çеç чĕр пурнăç тути (çавăнтах, 68 с.). 

Пире çак чăнлăхăн анлă сукмакĕнче темĕн те (тен, теме те!) йăттарать вăл: ăсталăха, тÿсĕме, юратăва, ыратăва, хурланăва, хуйăха, куççÿле, чăвашлăха, чăн пурнăçа, пурнăç тулăхне, тăван çĕр кăкрин вăрттăнлăхĕсене... П. Яккусен лартнă поэзи йывăççи чăваша пилĕк теçетке çула яхăн  хăйĕн сулхăнĕнче упраса, ку пурнăçра, çак сар çут тĕнчере  -  шкул ачисен, яш=кĕрĕмĕн, çулланнисен, ваттисен... мĕнле ырлăх=сывлăхпа пурăнмаллине вĕрентет.

Çынсем, çынсем! Сире юратрăм эпĕ,

Юратрăм, уçса хутăм чунăма,

Ыр çын нумай, пачах иккĕленместĕп,

Эппин, телейĕм вĕсемпе кăна (çавăнтах, 92 с.). 

Петĕр Яккусен – çак илĕртмĕш пурнăç хумĕпе чылай хушă хăй çулĕпе çеç утнă поэт. Кашниех мар пулин те, нумай сăмаххи унăн чăн=чăн кĕмĕл: ăна пур чăваш пурăнакан вырăна чĕм сĕммипе (пĕр вĕчĕхмесĕр!) сапалать вăл, унтан пире çав чĕкеç чĕлхиллĕ сăмахпа сыватать, чĕртет, ирĕке ярать, тĕксĕм чăтлăхра сывлама, куçа уçма мĕнле япăх пулнине илсе кăтартать, инкек=синкексĕр пурăнмаллине тăтăш аса илтерет...

Чăнлăхăн тĕлне пĕлместĕр,

Куçăрсем чипер çинчех.

Пĕлĕр! Пурăнăç пĕтмесĕр

Чăнлăх пĕтмĕ çĕр çинче (çавăнтах, 75 с.). 

Кайран вара, иртнисене аса илтерсе, хальхисене кăтартса пуласси еннелле çул уçать. Пирĕн, чăвашсен, нихçан та çут çанталăкран, тăвансенчен, пĕрле куллен тăракан ял çыннисенчен  тухса ÿкнĕ çăлтăрсем пулмалла мар, тет вăл.   Пĕр-пĕрне ыр сунса çапла ялан тикĕс пурăнмалла, тет...

Ан тив, хăш чух инкек курам=и,

Тăвасчĕ ырă. Ырă çех!

Эп ырă кăмăлпа çуралнă

Сывпуллашасчĕ ыррипех.                                                            

Тавах мухтавлă поэта, Аслă Чунлă чăваша, ытти хальхи кĕнекеçĕсене, çапла пире валли куллен хамăрпа юнашар ТЫТМАЛЛИ тата тепĕр çĕнĕ КĂМĂЛ УÇÇИ пичетлесе панишĕн. Камăн хăйĕн чунне тÿрлетес килет - тÿрех Петĕр Яккусен маларах тухнă, е анчахрах пичетленнĕ çĕнĕ килпетлĕ кĕнекине алла илме пултарать. Сăвăç пехилленĕ кĕнекине алла тытсассăн урăхларах шутлама пуçлатăр, пурнăçа урăхларах хаклама тытăнатăр, "çут тĕнче инçĕшне" чул стена витĕр те курма хăнăхатăр.

Тулаш тĕнче татах та илемлентĕр,

Çут хĕвеле, çынна хапăлласа,

Ĕçленĕçемĕн этем интереслентĕр:

Ăшри тĕнче  çÿп=çаплă е таса? (çавăнтах, 103 с.).                         

    

Хушса калани.

П.Я. Яковлевăн пур пичетленнĕ кĕнекисене пухса пĕр пысăк том тумаллах пирĕн. Вĕсем çапла пĕр çĕмелте  пулсассăн, чăвашăн малти кун çутийĕ тата ытларах палăрма пуçлĕç тетпĕр.

Сапать-и пăр, çăвать-и çумăр,

Ан нăйкăш, çирĕплет чунна:

Кам çĕнтерÿ илемĕ курнă,

Çавна патак та ним те мар (çавăнтах, 131 с.). 

Эппин, пире поэт парнеленĕ шухăш йĕрĕсене çухатса пĕтерес марччĕ. Хамăрăн, кун=çул лăскать пулин те, талпăнсах малалла утасчĕ. Тен, пит инçене тĕлленĕ поэт сăмахĕ чылайăшне пурçăнпа тенĕ пек çеç витĕнме кирлĕ? Шăпăр сассиллĕ чĕр вăй=хал тупасси хамăртан килет мар-и?                                                                                                   

                                                 Л. Атлай



25 августа 2023
15:34
Поделиться