Ăна тыткăнлаччĕ сăмахсен хаваллă кÿлепи!

АВАН-и!!!
Тăван сăмах тĕнчинче çÿренĕ И.П. Павлов ĕçтеш çуралнăранпа 95 çул çитнĕ майăн.
Чăвашсен паллă чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, шкул учебникĕсемпе методика кăтартăвĕсен авторĕ Павлов Иван Павлович доцент 1928 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă. Юнтапа шкулĕнче, Нурăсри педагогика училищинче пĕлÿ илнĕ. Педагогика университетне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн 1953 çулта «Деепричастия в чувашском языке и их синтаксические функции» темăпа кандидат диссертацине Мускавра хÿтĕленĕ. 1957 çултан тытăнса республикăри тĕрлĕ аслă шкулсенче студентсене 14 çул вĕрентнĕ. 1971 çулта тĕпчев институчĕн чĕлхе пайне таврăннă, чылай хушă ăна ертсе пынă.
Иван Павловичăн чун ăшшине хăват паракан сукмакĕ яланах чăваш сăмахĕччĕ. Студент çулĕсенче те, кайран пĕрле ĕçлеме пуçласассăн та пирĕнтен çав тери çирĕп ыйтатчĕ. Кашни сасса, пуплев пайне, тымара, аффикса çухалми тăвасшăн тăрăшатчĕ. Чĕлхемĕре тĕрĕс упрамалли пирки аса илтерсех тăратчĕ. Ытла та хĕрсе кайсах калаçакансене «пÿрне çинче» тенĕ пек пит тĕплĕн ăнлантаратчĕ. Хăйне салху пуснине пĕртте кăтартмастчĕ. Унăн хитре кĕвĕллĕн янăракан «ĕнентер-р!» хушма сăмах е саккунлă ыйтăвне халĕ те çут куççульленсех аса илетĕп. Ахальтен мар пулĕ ĕçтешсемпе унăн пиллĕ сăнарне ялан ырăпа, асăмăрсенчен кăлармасăр, усратпăр.
Библиотеки мĕн тери пуянччĕ тата. Çĕнĕ хваттере куçсассăн, çур кун ытла çиччĕн=саккăрăн саккăрмĕш хута (ун чухне – 80-мĕш çулсен варринче, хута янă çĕнĕ çуртра лифтсем тÿрех ĕçлемен!), михĕсемпе тирпейлĕн, «чĕлхеçĕсене ăслăхра пурăнтаракан» кĕнекисене çĕкленĕччĕ. Сăмах пулăвĕн, сăмах улшăнăвĕн тата форма пулăвĕн кăткăс ыйтăвĕсемпе вăл вуншар статья пичетленĕччĕ. Çавăнпах пулĕ ăна чăваш чĕлхи ăслăхĕн морфологи пайне никĕсленсен йышне кĕртеççĕ.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ 2002 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ. Карачура масарĕнче пытарнă. Ĕмĕр тăршшĕпех ăна пулăшса пынă юратнă мăшăрĕ те, Людмила Павловна (ятне тĕрĕс ас тăватăп пулсассăн) – унта, унпа юнашарах яланлăхах канăç тупнă. Унăн чĕри те çав туртăмпах пурăннă пек туйăнатчĕ пире.
Паллăрах ĕçĕсем:
- Павлов, Иван Павлович. Морфологие ҫӗнӗ программӑпа вӗрентесси [Текст] / И.П. Павлов. – Шупашкар, 1981. - 112 с.
- Павлов, И.П. V-VI классенче чăваш чĕлхин морфологине вĕрентесси / И.П. Павлов. - Шупашкар: Чăвш кěнеке изд-ви, 1985. - 111 с.- (Изучение морфологии чувашского языка в V-VI классах).
- Павлов И.П. Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи. Шупашкар, 1965.
- Павлов И.П. Н.И. Золотницкий пурнăçĕпе ĕçĕсем. Шупашкар, 1958.
- Павлов И.П. Современный чувашский язык: монография: в 2 т. Т. 1: Морфемика, морфонология, словообразование / И.П. Павлов; науч. ред., авт. вступ. ст., примеч. и коммент. В.И. Сергеев; Чувашский государственный институт гуманитарных наук. – Чебоксары, 2014. – 264 с. Т.2. Морфология. – Чебоксары, 2017. –446 с.
Унăн ĕçне=хĕлне хакланисем:
- Чĕлхе тĕпчевçи Иван Павлов: сб. /Л.П. Сергеев пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар : Чăв. патш. гуманитари ăслăлăх ин–чĕ, 1998. – 39 с.
- Горшков, А.Е. И.П. Павлов ĕçĕсенчи пуплев культурин ыйтăвĕсем / А.Е. Горшков // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика. – Шупашкар, 2009. – 8-мĕш кăларăм. – С. 6-13.
- Дегтярев, Г.А. Иван Павлович Павлов /Г.А. Дегтярев // Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕ. – Шупашкар, 1999. – С. 179–183.
- Дегтярев, Г. Манӑн Иван Павлович /Г. Дегтярев // Хыпар. – 2008. – 25 чӳк. – С. 4.
- Дегтярев, Г.А. Чĕлхе лаççинчи пурнăç /Г.А. Дегтярев // Хыпар. – 2003. – 18 раштав.
- Леонтьева, З. Тӑван чӗлхемӗр ӑсчахӗ /З. Леонтьева // Пурнӑҫ ҫулӗпе (Элӗк р-нӗ). – 2008. – 25 юпа.
- Павлов, И.П. Шухăшра – тăван чĕлхе, çĕнĕ ĕмĕтсем /И.П. Павлов; E. Глухова калаçнă // Хыпар. – 1998. – 21 çурла.
- Сергеев, В.И. И.П. Павлов тӗпчевӗсенчи деепричасти ыйтӑвӗ / В.И. Сергеев // Чӑваш чӗлхи: ӗнер, паян, ыран. – Шупашкар, 2010. – С. 179-186.
- Федотов, Г. Паллă чĕлхеçĕ çинчен / Г. Федотов // Хыпар. – 1998. – 17 юпа. – С. 6.
- Дегтярев, Г.А. Павлов Иван Павлович /Г.А. Дегтярев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 356.
- Ефимов, Л.А. Павлов Иван Павлович /Л.А. Ефимов // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 400-401.
- Павлов Иван Павлович //Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук: 1930–2005. – Чебоксары, 2005. – С. 122.
- Павлов Иван Павлович /Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И.Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 258–259.
- Павлов Иван Павлович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 303.
- Хузангай, А.П. Павлов Иван Павлович /А.П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 311.
- Хузангай, А. Полвека в чувашском языкознании /А. Хузангай // Чăваш ен. – 1998. – 29 авг. – 5 сент. (№ 34). – С. 7.
- Дегтярёв Г.А. Чăваш чĕлхин нÿкерĕ // Халăх шкулĕ. 2018. 4№. С. 37-39.
Л. Петров