Вăхăтăм! Кĕр хĕвелне ан васкат!

Вăхăтăм! Кĕр хĕвелне ан васкат!

(Андреева (Блинова) Евдокия Александровна доцента паянхи 65 хисеппе саламлани) 

Ак куратăп кашни ир тенĕ пек

Сар хĕвел ытамне çĕр чăмать:

Çаврăнать вăл – çынсене тĕрĕслет.                                                                                             

Пĕрине кунсерен çупăрлать,

Вăй хушать, вăй парать.

Пурнăçа çул уçма тăрăшать. 

Теприне – аякран

Сăн=пите çутатса систерет:

«Асапсен асапне тек ан кур!». 

Тĕнчене ăнлансан,

тем курса пурăнни

Шанăçпа, шанчăкпа пĕр пулни. 

Университетра пилĕк çул  пĕрле вĕреннĕ,  пĕр вăхăтсенче ифф-21-75 ушкăна староста пулса ертсе пынă (пирĕн вара ифф-22-75 пулсаччĕ) хисеплĕ Андреева (Блинова) Евдокия Александровнăна, тен, шанчăк, ытларах чуна хĕвел шевли  кĕртме пултаракан темиçе йĕркене çырасах терĕм. Вăл паян 65 çул тултарчĕ.

Халĕ вăл сипетлĕ тăван тăрăхра - Муркаш районĕнчи Атапай ялĕнче  пурăнать. Çак арпашуллă тĕнчен илемĕпе киленет, çурхи йăмăх хĕвел еннелле пăхакан вуншар чечек илемĕсемпе куллен савăнать. Иртнисене аса илет, малашлăх пирки ĕмĕтленет. Чуна çÿçентерме пултаракан çанталăксем çеç урăх малашне ан пултăрччăр, тет.     

Вăл филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, патшалăх премийĕн лауреачĕ, доцент, чылай хушă И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетри  чăваш  филологийĕн факультетне декан пулса ертсе пычĕ.

Тÿрех калатăп, ялан темшĕн çитсе пыман, е мехел килтереймен, темле космос хăвăртлăхĕпе иртсе пыракан  вăхăта чылай ĕмĕте пурнăçа кĕртме май паракан нухрат çителĕклĕ пулнă пулсассăнах, сирĕн пархатарлă сăнарупа, хаклă ĕçтешĕм  -  «Салампи-2» текен тепĕр кĕнеке те çырнă пулăттăм. Тен, «Есения-2» тепĕр илемлĕ чăвашла фильм та ÿкернĕ пулăттăм-ши?

Мĕнле кăна чĕнмеççĕ Сана, Евдокия: Дуня, Дуняша, Дунчиха, Альтук, Ултутти, Ултуç, Ултуççи, Ÿлтĕк… Уйрăмах чăвашлатса каланисем чăвашлăх тĕнчине эсĕ ахальтен килменнине çирĕплетсе калаççĕ пек туйăнать мана.

Çак пăрăнăçлă тĕнчен çутă та хаваслă çулĕпе малашне савăнса утма, хăш чух, самай куççулленнĕ самантсенче тĕрĕс-тĕкел пыма, паян халĕ эпир калакан, ураланма пулăшакан сăмахсем те пит пулăшчăр ĕнтĕ сана.

Эппин, çак сăмахсене илтсе çÿлте çÿрекен хăвăн пирĕштийĕ ăс=хакăл керменĕ патне уттаракан сукмака çĕнĕрен такăрлатма майсем туса патăринччĕ. Санăн чунунти хаваслăх вăл пире те куллен кирлĕ. Чăвашлăх вăрманĕн мăнаçлă кашлавне, тăван чĕлхемĕрен тулаш=малашне эсĕ çырнă çĕнĕ кĕнекесенче те курасах килет пирĕн. Пурне те пире вĕсемпе паллашма – уйрăмах хальхи çамрăк ăрăва – хăнăхтарма санăн та сывлăхсем юсанччăрах тетĕп, эпĕ те.

Хăв çав тери ырă çын пулнă пирки (ырра курсан ырă пулăн!) санпа юнашар утакансем те пурте ырă пулччăр! Ялан чипер сывлăхпа çÿрĕр! Вăрăм ĕмĕрлĕ малаш пурин те пултăрах! 

Л. Атлай.

 



18 августа 2023
16:12
Поделиться