Михаил Григорьевич Кондратьев профессор 75 çулта

Михаил Григорьевич Кондратьев профессор 75 çулта

Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тава тивӗҫлӗ тӗпчевҫи, искусствоведени докторĕ Михаил Григорьевич Кондратьев профессор 75 çул тултарать. Ăна пирĕн республикăра пĕлмен çын та çук пулĕ. Аслисенчен пуçласа шкул ачисем таранах. Унăн ĕçĕсене тишкереççĕ, музыка шкулĕсем валли вăл ятарласа хатĕрленĕ вĕренÿ хатĕрĕсемпе куллен усă кураççĕ, эфирсенче пулакан уçă урок-лекцийĕсене тимлесех итлеççĕ… 

Тĕрĕссипе, вăл чăваш халăхĕн тата профессиллĕ музыка  искусствин историйĕпе теорине пур енлĕн тĕпчекен тĕнче шайĕнчи ученăй. Иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенченех хăйне тата унăн пултарулăх картлашкисене лайăх пĕлнĕрен те çапла çирĕплетсех калама пултаратпăр.

 Хăйĕн наука ĕçĕсенче вăл халăхăн музыкăпа поэзи тытăмĕн ĕмĕрсем хушши аталанса пынин тупсăмне, халăхăн сăмах вĕççĕн çÿрекен форми вĕçĕмех çĕнелсе, кирлĕ шайра çирĕпленсе пынине кăтартать. Авторăн анлă тавракурăмĕ, хăйне евĕрлĕ шухăшлавĕ, тĕрлĕ мелсемпе пĕлсе усă курни халăхăн музыка культури аталанса пынин историне тĕрĕс уçса парать.

Темиçе çул каяллах С.И. Макарова тишкерÿçĕ (шел пулин те,  пурнăçран пит çамрăкла уйрăлса кайрĕ – Л.П.) калани аса килчĕ:  «Удивительно, как он смог столько сделать... ». Шыравçăн çулĕ ăнăçлах пулса пынине патшалăх тивĕçлипе хаклани те тепĕр хут çирĕплетет. Хăшне-пĕрне кăна асăнăпăр. Вăл "Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ĕçченӗ", Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (икĕ хутчен) тата ыт. те. Ăна "Чӑваш Республикин умӗнче тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медалӗпе, II степеньлӗ "Тӑван çӗр-шыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медалӗпе чысланă.  

Эпир те, вулакан тÿсĕмне шута илсе, Л.Н. Сачкова паллă академикпа калаçнă сыпăксене [1]  малалла илсе кăтартасах тетпĕр (автора уншăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр).

Акă, вăл çырса  кăтартнинче М.Г. Кондратьев хăйĕн ăслăх çулне еплерех йĕрлесе аса илет: „Юрă-кĕвĕ хайлас е юрлас туртăм çук манра, музыка механикине (йĕрки-шывне тейĕпĕр) тишкерсе тĕпчеме вара юрататăп, алă пырать теççĕ-и-ха ун пек чухне? Эпĕ Хусанти патшалăх консерваторине вĕренме кĕнĕ чухне теори уйрăмне суйласа илтĕм. Çавăн чухне музыка механизмне ăнланма пултарнине туйса илтĕм, диплом ĕçне çырнă чухне чăваш халăх юрри епле йĕркеленнине ăнлантăм. Манпа пĕрле Александр Васильев вĕренчĕ. 18 çул вăл Чăваш Республикинчи композиторсен союзĕн председателĕ пулса ĕçлерĕ. Эпĕ вара наукăпа тĕпчев институтĕнче вăй хума пуçларăм та, ман умра калама çук пуян архив уçăлчĕ, тÿрех унпа паллашма, тишкерме тытăнтăм. 1961-1962 çулсенче вара эпĕ институт йĕркеленĕ пысăк экспедицие хутшăнтăм, магнитофон çине халăх юррисене çырса илтĕм. Институт директорĕ ун чухне Василий Димитриев ман пуçарăва питĕ ырларĕ, хавхалантарса пычĕ. Çавăн чухне эпĕ материалсемпе (халăх юррисемпе) нумай ĕçлерĕм, тарăн тишкерсе  чăваш юрă-кĕввин теорине палăртрăм. Хам валли пуян никĕс турăм. Ун çине таянса вара чăваш юрри-кĕввин теорийĕ пирки кĕнекесем çырма пуçларăм...

... Эпир, кÿршĕллĕ ытти халăхпа юнашар пурăннă майăн, вĕсемпе вĕçĕмех хутшăнса-аталанса пыратпăр. Тутарсемпе, ирçе-çармăссемпе, удмуртсемпе пин çул юнашар пурăнатпăр, нумай япала пире çыхăнтарса тăрать, çав шутра  –  юрă-кĕвĕ те. Халĕ эпĕ шăпах „Атăлпа Урал музыка цивилизацийĕ” анлă темăпа ĕçлетĕп. Пирĕн халăхсен пĕр пекки те нумай, уйрăмлăхĕ те сахал мар. Кашни халăх хăйĕн юрă-кĕвви чи малтан пулса кайнă тесе шухăшлать. Çăмăл мар çак тема, пăлхавăрлă, çав вăхăтрах питĕ анлă та кăткăс темелле. Кунта питĕ асăрхануллă пулмалла, тĕплĕ шухăшласа, яваплăха туйса ĕçлемелле, авалхи тымарсене тĕпчемелле, чăн тĕрĕслĕхе шайласа-виçсе тупма тăрăшмалла. Çакна та асра тытмалла: „Халăх хăйĕн юрри-кĕввине хакласа упрать”...

... Чăваш халăхĕн музыка инструменчĕсем сахал мар пулнă: купăс, шăпăр, тăмра, шăхличĕ, нăй, сĕрме купăс, кĕсле те тата ытти те. Паянхи кун мана пурнăçран кĕсле çухалса пыни пăшăрхантарать. Çак музыка инструментне ăсталама пĕлекенсем те, ăна калама пĕлекенсем те çухалса пыраççĕ. Çĕнĕрен аталантарса ярасчĕ ăна. Пурччĕ пĕри – кĕслеçĕсен ансамблĕн ертÿçи Марина Гусева, анчах Германие тухса кайрĕ.  Пур тата Мирослава Лукина. Лайăх калать кĕслепе, анчах та чăвашла юрă-кĕвĕ мар, вырăсла çеç. Ăна мĕнле вĕрентнĕ, вăл çавăн пек ĕçлет. Пĕртен-пĕр „Уяв” фольклор ансамблĕ çеç авалхи музыка инструменчĕпе – кивĕ скрипкăпа – вылять. Чăвашăн авалхи музыка инструменчĕсене чĕртсе тăратмаллах, халăха тепĕр хут парнелемелле. Ходяшевсен ячĕллĕ музыка шкулĕнче кĕслепе калама вĕренеççĕ. Çак ĕçе малала тăсасчĕ. Чăваш халăхĕн авалхи музыка инструменчĕсем шутсăр нумай пулнă, анчах та ăçта вĕсем халь? Ĕлĕк-авал ялĕ-ялĕпе кĕсле, сĕрме купăс тата ытти инструментсемпе калакан ансамбльсем пулнă. Хĕрарăмсем те арçынсемпе танах каланă çав инструментсемпе. Питĕ шел, çав тем пек паха музыка инструменчĕсем паян пирĕн пурнăçран çухалса пыраççĕ. Халĕ эпĕ „Учебное пособие для гуслей” кĕнеке хатĕрлетĕп, монографи çыратăп. Манăн чăвашсен авалхи музыка инструменчĕсен архивĕ пур. Эпĕ ăна экспедицисем тăрăх çÿресе 40 çул хушши пуçтарнă. Ку вăл – пысăк пуянлăх, еткерлĕх…

 Çак кунсенче вăл пухса хатĕрленĕ татах тепĕр паллĕ ĕç кун çути курчĕ: Алексей Александрович Трофимов: Ученый. Организатор науки. Общественный деятель: сборник статей / сост. и отв. ред. М.Г. Кондратьев. – Чебоксары: ЧГИГН, 2023. – 236 с., 8 л. цв. вкл.

Кунашкал анлă тĕпчев утăмĕ хисеплĕ профессорăн малашне те çирĕп пултăр. Хушса малалла вара çапларах калăпăр: Михаил Григорьевич, ĕмĕрÿ сирĕн вăрăм пултăр, вăйăр-сывлăхăрсем тĕреклĕ тăччăр. Çак ирĕклĕ çут тĕнчен хĕмлĕ хĕвелĕ сирĕн çине паянхи пекех ăшшăн пăхса ялан йăл култăр,  малашне те çĕкленÿллĕ вăй-хăват, çирĕп сывлăх, пархатар парнелетĕр, çут тивлет кÿтĕр!!!

Вĕрентÿ институчĕн ĕçченĕсем те ку салам сăмахĕсене калаççех.

 

[1]. Пире тыткӑнлакан ытарайми ӳнер тӗнчи // Ӑс-хакӑл хӑвачӗ: интервьюсем / материала Л.Н. Сачковӑпа Л.П. Петров хатӗрленӗ; ӑсл. ред. Л.П. Петров. Шупашкар: ЧПГӐИ, 2015. С. 164—172.

 



09 августа 2023
17:53
Поделиться