Вĕреннĕ çын пин çăлтăр курать, вĕренменни – пĕр çăлтăр

Вĕреннĕ çын пин çăлтăр курать, вĕренменни – пĕр çăлтăр

Аван-и!!!

Ир=ирех интернет тăрăх унталла=кунталла пĕчченех «çÿренĕ» майăн, ырри те çителĕклех ăша хывăнать, чуна лÿчĕркекеннисене те асăрхама пулать.

Пĕлместĕп, кам пуçласа çырса хунă-ши, çакăн пек çырни куç тĕлне пулчĕ халĕ: «Çыннăн икĕ пурнăç, вара çав ПУРНĂÇ тенине пĕрре кăна пулнине пит ăнланса илсен çеç иккĕмĕшĕ пуçланать имĕш». Мĕне вĕрентсе калать-ши ку шухăш? Унта çут çанталăкăн черченлĕ тухăç кăваклăхĕпе (тул çутăлать тетпĕр кашни кун!) анăç асапĕ (ытларах хĕвел аннă чух кун каçипе пĕтĕмпех туса çитереймен ĕçсемшĕн чун=чĕре темле чĕриклетсе тапнă пек мар-и!).

Чăвашсен çапла афоризмла шухăшлавпа сипет=кăмăла, тен, чуна та çурасла каланисем, вăйлах сисĕнет.  Вăл пĕтĕмпех тăван халăх сăмахлăхĕнче, ваттисен калăрăшĕсенче çĕршер çул (малтанах икĕ пине çула яхăнах тесе çырас тенĕччĕ) упранать пулĕ. Вĕсем вара тăван чĕлхене татăлма памаççĕ, вĕрентеççĕ, ăс параççĕ, сыхлаççĕ, хальхи интернет тапхăрĕнче те вĕсенчен пĕртте пăрăнмалла маар теççĕ… Акă, Чăваш халăх сайтне уçса пăхсамăр, унта, ку ĕçе пит пĕлсе йĕркеленине пула,  кашни кĕмессерен урăхла ваттисен сăмахĕ çуталса=курăнса каять.

Темшĕн тата çак самантра шăпах кукамай каланисенчен пĕри тÿрех асăма килчĕ: «Чĕриклетекен йывăç час ÿкмест». Вăл (Сухви) иртнĕ вăрçă нушине хăй пăрланса лармасăр хулпуççи çинче чăтса ирттернĕскер (икĕ пĕчĕк ача, тата эвакуаципе килнисем те пĕршер ачипе пулнă, кукаç малтанхи çапăçусем пуçлансанах фронта тухса кайнă, вăл Курск патĕнче хыпарсăр çухалнă…), ытти тăванĕсенчен те пĕччен тăрса юлнăскер, хăйне çапла вăйлах амантмасăр усранă-ши?

Акă, паянтан, ниçталла пăрăнса утмасăр, тепĕр çĕнĕ уйăха кĕтĕмĕр. Тата мĕн кăтартĕ вăл пире? Малти вырăна вара вĕрентÿлĕхпе çыхăннă ыйтусем каплансах тухса тăраççĕ пек. Вăл вара ваттисен сăмахĕсемсĕр, чуна вăй параканнисемсĕр, ниепле те пулаймĕ,  аталанаймĕ, йĕркеленеймĕ: «Вĕреннĕ чух ĕçлесе пыр, ĕçленĕ чух вĕренсе пыр!“.

                                                                                Л. Атлай



05 августа 2023
08:34
Поделиться