Чӑваш темине уйрӑмах юратса кӑмӑлланă чи паллă венгр колумбĕ

Аван-и!!!
Анăçра халĕ антăхсах чышкисене чăмăртанисем, юнаканнисем чылай пулĕ. Ăна эпир те куратпăр, туятпăр… Пирĕн тивĕç вара пачах урăхла – çĕнтермелле! Кăшт маларахрисене аса илни те пире çуталма, вăй пама пулăшмасть-ши? Çав тĕллевпех темиçе çул каяллах çырнă кĕске шухăшпа паллаштарас тетĕп сире.
Хăй вăхăтĕнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институчӗ Пӗтӗм тӗнчери "Чӑваш чӗлхин историйӗн çӑлкуҫӗсем тата тапхӑрӗсем" ятлӑ наука конференцийӗ ирттернĕччĕ (2006). Ăна пĕтĕмпех А. Рона-Таша – венгрсен паллӑ тюркологне, алтаистне, Венгр наукисен академийӗн академикне халалланăччĕ. Ун чухне вăл шăпах 75 çул тултарнăччĕ. Пĕр-пĕр паллă ученăй кун=çулĕ витĕр халиччен илтмен ыйтусене татса парасси йăлараччĕ вăл вăхăтсенче…
Паян вара финн-угор обществин член-корреспонденчӗ (Хельсинки), пӗтӗм Тӗнчери тибетологсен ассоциацийӗн президенчӗ, авалхи тӗрӗк тӗпчевӗсен обществин президенчӗ (Анкара) пулнă, Европӑри ректорсен, редколлегисен, наука журналӗсен пӗрлехи комитечӗн членӗнче вăй хунă, акӑлчан, венгр чӗлхипе 350 ытла тĕрлĕ йышши ăслăх ӗҫӗсем пичетленĕ Андраш Рон-Таш доктор 90 çул тултарать.
Ыр йăлана пăрахмасăр, эпир те, чăваш чĕлхеçисем, чăвашпа венгрсен мăн аслашшĕсем хушшинче тăванлăх шырама тăрăшнă тĕпчевçĕне çак паллă кунпа саламласах тетпĕр.
Тĕрĕссипе, унăн ăслăхри «вĕçевне» хакламашкăн, палăртмашкăн темиçе ушкăнран тăракан тĕпчевçĕ кирлĕ те пулĕ. Чăваш тĕпчевçисен йышĕнче В.И. Сергеев, Н.И. Егоров, Э.Е. Лебедев унăн шухăш=кăмăлне хăюллăн çунатлантарнисем шутланаççĕ хальлĕхе.
Н.И. Егоров профессор: «…Унӑн ӗҫӗсен тематика спектрне виçсе пĕтерме те çук. Вăл лингвист та, ориенталист та, этнолог та, филолог та, литературовед та, культуролог та, историк та, философ та, тӗн тĕпчевçи те... Чӗлхе пӗлӗвӗнче вара – хунгаровед, тюрколог, чӑваш чĕлхеçи (чăваш чĕлхин аталанăвне шăпах паллă академик пуçласа тапхăрсем çине пайласа тухнă – Л.П.), тибетолог, монголист, алтаист, финн-угровед, компаративист=историк, чӗлхе историкӗ, этимолог, фонолог, лексиколог, грамматист, семиотикӑпа ҫыхӑну тӗпчевҫи, сӑмахпа культура, чӗлхе тата истори, чӗлхе тата этнос хушшинчи ҫыхӑнусене тӗпчекен...» (Егоров, Н.И. В нем душа Востока и разум Запада: к 80-летию со дня рождения академика Андраша Рона-Таша / Чувашский государственный институт гуманитарных наук; Н.И. Егоров. - Чебоксары: ЧГИГН, 2012. С.5).
Э.Е. Лебедев: «…Венгрсен паллӑ ученӑй-ориенталисчӗсем Д. Немет (1890-1976) тата Л. Лигети (1902-1987) шăпах тухăçлă ертсе пынипе Андраш тюркологипе, алтаистикӑпа тарӑнрах ӗҫлеме пуҫлать тата чӑваш чӗлхине тăрăшсах тӗпчеме пикенет» (АНДРАШ РОНА-ТАШ (К 80-летию со дня рождения). Чувашский гуманитарный вестник. – Чебоксары, 2011. № 6. С. 242).
Эпир А. Рона-Таша чăннипех чӑваш халӑхӗн чыслă тата чунтан парӑннӑ тусӗ тесе хаклатпăр. Хӗвел анӑҫӗнче те, Хӗвел тухӑҫӗнче те пит хӗрӳллĕ пропагандист шайĕнче пулса, чăваш ятне çÿле çĕклеме пултарчĕ, чӑвашсен чӗлхи, авалхи культури тата историйĕ унăн ĕçĕсенче малашнехи ĕмĕрсем валлиех çырăнса юлчĕ.
Акă, эсир, хисеплĕ академик, Шупашкара сайра хутра килкеленĕ чух, кашнинчех – пирӗншӗн вăл чи чаплӑ уяв та, нумайлӑха асра юлакан тӗл пулусем те, сĕтел хушшинче капланнă ăслăх ыйтăвĕсен хуравне татса парса вĕсене чылай уçăмлатма пултарнисем те. Тĕрĕссипе, Сирӗн ӗҫӗрсене пула, вӗсем пурте тенӗ пекех чӑваш чӗлхин кун=çулĕпе çыхăннăскерсем, пирӗн ăна тӗпчес тӗлӗшпе ҫӗнӗ горизонтсем уҫӑлчӗҫ. Чăвашлăх çут тÿпин анлă хирĕ ылттăн=кĕмĕл пек те туйăнать. Чуна илĕртет унăн чăнлăх уççийĕ. Сире чӑваш халӑхӗн ăслайри паттӑрлӑхӗшӗн, чӑваш чӗлхин историне тата мăн асаттесен историне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав сăмахĕ калатпăр!
Ӑслӑх ҫулӗпе малаллах утмашкăн тата çĕнĕ ҫитӗнӳсем патне çитмешкĕн чăвашсен Çÿл Хуçи те куллен çирĕп сывлӑх патӑр сире!
Л. Петров