Тертлĕ пулсан та, утмаллах!

Аван-и!!!
Поэтăн ăс=хакăлĕ – янкăр, чуна çунатлантаракан хĕлхем пекех. Теме те курать, темле илеме те шырама пĕлет, ĕмĕрсен тĕтрийĕ витĕр те унталла=кунталла пĕр май кумать… Ĕнерхисене аса илет, паянхи чун ыратăвĕн саманчĕсене палăртать. Унăн асамлă та хивре çунатлă сăмахне хăш чух эпир ăнланмасан та пултаратпăр. Хамăрăн чунри капланнă ĕмĕтсене пĕр тĕвве çыхмашкăн вара поэзин ытарлăхĕпе тулнă кĕнекесенче хĕмленсех шыратпăр, те малашлăха туйса, тирке=тирке суйлатпăр, пурпĕрех тупатпăр.
Нумаях та пулмасть тенĕ пек, Юрий Сементер патĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Тĕлĕнмелле те, унăн яланхи пекех тараватлă чунĕ, кăварлă чĕрийĕ, уçă кăмăлĕ унчченхинчен те вĕрирех пулĕ. Пĕртте лăпланса ларма пĕлмест, ыранхи пиркиех шухăшлать. Çырнисен пуххин пит калăплă улттăмĕш, çиччĕмĕш томĕсене (пиллĕкĕшĕ пичетленнĕ!) кăларас пирки вăй=халне шеллемесĕр малалла ĕçлет. Ĕмĕчĕ вара унăн çĕнтерÿ çулĕпех пытăрччĕ ĕнтĕ!
Чылай=чылай çулсене кая хăварнăскер, пачах ÿркенме те шутламасть пулĕ, шкул ачисемпе те тăтăшах тĕл пулать…
Ку хутĕнче пире хăйĕн чылай маларах пичетленсе тухнă кĕнекине парнелерĕ. Чăваш халăх поэчĕпе тĕл пулсан, сисместĕн те, чĕре те вара пушшех хаваслăрах тапма тытăнать. Кирек епле пĕлтерĕшлĕ ĕçе те хускатса яма пĕлет пулас вăл.
Л. Петров,
Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ