Пирĕн шыравлă ăс-хакăл хĕрÿ те пит кирлĕ туйăмсем çуратма пултарĕ-ши?

Чăвашлăхпа тата унăн ăслăхĕпе  интересленекенсем ĕлĕк те чылайăн пулнă, халĕ те вĕсен ĕçĕсене тăтăшах тĕл пулатпăр. Уйрăм ятарлă пысăк пĕлтерешлĕ кăларăмсенче те, интернет уçлăхĕнче те, социаллă ушкăнсенче те…

         Пурăнма васканă чух, кашниех хăйĕн сăмахне каласшăн пек те туйăнать хăш чух. Уйрăмах тата тăван чĕлхемĕр кунне, И.Я. Яковлевăн çуралнă кунне палăртнă вăхăтсенче çырас, калас, сĕнес хăватсем çурхи хĕвел пекех вĕриленсе каяççĕ. Пĕрисене, çамрăксем патне çитерес  тĕллевпе çырнă пулсассăн, ырламалла çеç пек туйăнать. Вĕсене чунпа та, чĕрепе те ăнланма пулать. Теприсене никам каламанни шырама хистет. Пурте куратпăр, тăван чĕлхене тытса пыракан «çанталăк» хамăра пула пăсăлса кайнă. Виççĕмĕшсенче те кунсен капланĕçне тупма пулать. Ку – хальхи чун ыратăвĕ. Хамăрăн пурнăç хумĕн виçине тĕрĕс тупса палăртас, ăна йĕркелесе пырас ыйтусем пурне шухăшлаттарма тивĕç.

Вӗренӳ учрежденийӗсем республикăра çителĕклех пек туйăнать, анчах академилле (те тĕрĕс ăнланатăр ĕнтĕ!) хатӗрленӗ специалистсем çитмеççĕ. Ку енĕпе гуманитари ăслăлăхĕ енĕпе ĕçлекен канаш пурри савăнтарать. Унта чăваш ăслăхне  çĕклесе пыма пултаракан пуласлăх хумĕсем те пур, паллах.

Хальхи вăхăт та, унпа çыхăннă пурнăç та  кашни кунах пирĕн ку енĕпе  тăваллах утмалли çинчен аса илтерет. Чăрмавĕсем те çителĕклех, анчах та вĕсене йышпа кăна сирме пулать пулĕ. Ку вара –чĕререн ăнланса хакламалли, пуринчен те килекен  вĕçĕ-хĕррисĕр çирĕппĕн пусмалли утăм.

                                                                                Л. Петров



25 июля 2023
15:26
Поделиться