В.И. Чекушкин профессор 87 çулта

Аван-и!!!
Пурнăçсем пирĕн пĕр евĕрлех мар çав. Кăмăла чăннипех ытама кĕмелли хыпарсене курсассăн, чунри вăй=хал та урăхла чупма пуçлать. Паянхи шухăш йĕрĕ чăваш шăпчăкĕ пулса тĕнчене тĕлĕнтернĕ пултаруллă ĕçчен=ĕçтеш пирки пулĕ. Вăл 87 çул тултарчĕ.
Пĕр енчен аванах та мар пулĕ, çапах та пĕлтĕр ăна сума суса сĕвем тунă йĕркесемпе тепĕр хут сире паллаштармах шутларăм (21.07.2022):
Владимир Чекушкин: «Çыннăн нумай пурăнма тăрăшмалла…»
Компьютер умне паян кăшт каярах лартăм. Ялтăр-р-р çуталса кайса вăл университетра пĕр тапхăр пĕрле ĕçленĕ Владимир Чекушкин профессорăн черетлĕ çуралнă кунĕ пулнине пĕлтерчĕ. Эппин, эпир те çĕр çула çитмеллех пултăр тесе пĕтĕм кăмăлтан ырлăх=сывлăх сунса саламлар ăна. Пурте, пурте… Хамăн вара тÿрех шалти хĕлхем асăма килнĕ виçĕ варкăша куç умне кăларса тăратрĕ, аса илÿ çулĕпе чуптарчĕ.
Пĕрремĕшĕ. Факультетри хăш=пĕр чăваш ачисем философи ыйтăвĕсене ютшăнăрах хуравланăран-ши, экзаменсенчен тăтăш тĕксĕмленсе тухатчĕç. Владимир Иванович тыттарнă чухне вара сăнĕсем самай çуталатчĕç. Çут тĕнчен тĕрлĕ пулăмĕсене шалти чун туртăмĕ витĕр çамрăк еплерех ăнлантарнине пит туятчĕ профессор. Вăл ăна вара тивĕçлипе хаклама тăрăшатчĕ.
Иккĕмĕшĕ. Чăннипех чăваш чунлă философи профессорне асăнсан, тÿрех тата чылай маларах «Хыпар» хаçатра пичетленнĕ унăн статьи аса килет. Тĕрĕсех ас тăватăп пулсассăн, ячĕ çапларахчĕ пулас: «Президент парнеленĕ шурă хризантемăсем…». Яндекс урлă тупас терĕм, таçти шалти чăтлăхра пытаннăскере вăл шырасах тупаймарĕ пулас. Асăннă статьяра – профессорăн чунĕ кÿтсе çитнĕ тапхăрта çĕнĕ çунат еплерех хушăнни питĕ вăйлă сисĕнет. Вăл хăватлă сÿнми хĕлхем нумайлăха пытăрччĕ ĕнтĕ…
Виççĕмĕшĕнчен. Пĕлтĕр, хисеплĕ профессор 85 çул тултарнă майăн, Марина Карягина – чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, журналисчĕ хатĕрленĕ интернетри «Халăх ывăлĕ» фильмпа (вăлах авторĕ те, ертсе пыраканĕ те) тăрăшсах паллашма сĕнетĕп. Тĕнчипех паллă çыннăмăрăн (ăçти кăна çĕр=шывра шăрантарман вăл чăваш халăх юррине!) ăраскалĕ пĕтĕмпех пур унта.
Пирĕн, чăвашсен, пуласлăхăн аслă тÿпине пичетленнĕ çак ĕçсенчен те курма пулать пулĕ:
Чекушкин, В.И. Владимир Чекушкин: "Вĕç, вĕç, куккук" юратнă юррăм пур" / В.И. Чекушкин; Л. Николаева калаçнă // Хыпар. - 2006. – 20. утă. Чекушкин, В. Кирек мӗнле юрӑра та чун пур / В. Чекушкин // Хыпар. - 2016. - 2 ҫурла/август. - С. 4.
Чекушкинсем пирки социаллă ушкăнта та калаçу пулчĕ паян. Акă, Г.А. Антонова, кĕнеке изздательствин редакторĕ (ăна уншăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр!), ватсаппа çапларах çырса пĕлтерчĕ: …Йывăрпа ÿснĕ вĕсем. Владимирăн пултарулăхне кура ял çыннисенчен тахăшĕ, те ашшĕнеччĕ-ши, те амăшне çапла хушса, те вăлтса каланă пулать. «Сирĕн вырăнта пулсан, эп мачча кашти сутап та – çак ачана купăс илсе парап…». Ку йĕрке вĕт, куç умĕнчи ял ачин пĕр саманчĕ çеç пултăр, мĕнле ахах хĕмлĕн янăрать вăл!
Л. Петров