Хальхи аталанура чăвашсем хушшинче пулса иртекен процессем
Пирĕн тĕпчевçĕсем хальхи вăхăтра чăваш халăхĕн этнокультурине тĕрлĕ енлĕн тĕпчеççĕ: вăл еплерех аталанса пынине, халăх культурин тĕрлĕ енĕсем хальхи пурнăç еккине кура мĕнлерех аталанса пынине. Çынсем хăйсен чăвашлăхне еплерех туйса тăнине, кулленхи пурнăçра вăл еплерех палăрса пынине те тишкереççĕ.
Глобализаци саманинче гуманитари ăслăхĕсен халăхăн малашнехи шăпине, этнокультура пуласлăхне, чăвашлăха малалла упраса тата аталантарса пымалли мелсене тĕпченин пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Вĕрентÿ тата культура учрежденийĕсене хальхи саманара халăх культурине, ăна ламран лама сыпăнтарса пыма май паракан çулсене тĕпчесе çырнă ĕçсем питĕ кирлĕ. Анчах вăхăт та пире васкатать: диалектсем çухалса пыраççĕ, культура артефакчĕсем ватă çынсемпе пĕрле яланлăхах каяççĕ.
Пирĕн тĕпчев ĕçĕсем чăваш халăхĕн нумай енлĕ культурине тĕнче умне кăларма, халăх умне çитерме пулăшаççĕ, вĕсем паянхи пурнăçра кирлĕ ыйтусене хускатаççĕ, хальхи культурăна аталантарма пулăшаççĕ, этемлĕх культуринче чăваш тÿпи мĕн таран пысăк пулнине кăтартаççĕ.
Халăхăмăрăн ламран лама упранса пынă ĕмĕрхи культури ХХ ĕмĕр вĕçĕнче кунсерен сÿнсе пычĕ. Паян та сисĕнет. Хальхи вăхăтра çамрăк ăру чăваш культурине пачах та пĕлмест, ăна йăлтăр=ялтăр анăç илĕртет. Çавăнпа та чăваш гуманитарийĕсен умне çĕнĕ ыйтусем тухса тăчĕç. Халĕ пирĕн культура традицийсене тĕрĕс ăнланса илме, вĕсен пахалăхне, хакне туйса илме хăнăхмалла, вĕсемпе хальхи пурнăçра усă курмалли меслетсене теори тĕлĕшĕнчен хакласа, практика рекомендацийĕсем хатĕрлемелле, вĕсем культура, вĕрентÿ, туризм тата ытти организацийĕсене çитерсе ĕçе кĕртмелле. Унсăрăн эпир халăх культурине кăна мар, халăхăмăра хăйне те яланлăхах çухатма пултаратпăр.
Чăваш Республикин халăх структуринче яланхи пекех чăвашсем, вырăссем, мишер-тутарсемпе ирçесем тĕп этноссем пулса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра ютран килнĕ мигрантсем аплах вырăн йышăнмаççĕ. Çав вăхăтрах чăвашсен палăрмаллах пайĕ чăваш пулма пăрахни куçа тăрăнать. Нумаях пулмасть çамрăксен çураçулăхне (толерантлăхне) аталантарасси темăпа ирттернĕ тĕпчевсем чăваш ачисен 18% хăйсене пĕр харăсах чăваш та, вырăс та тесе шутлаççĕ. Хумхантаракан факт…
Н.И. Егоров, профессор