Пирĕн институтăн ректорне Юрий Исаева кĕнеке пичетленсе тухнă ятпа саламлатпăр!

Юрий Исаевăн «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кăларăмĕ тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Кĕнеке алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2022 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ.
Юрий Исаев – филологи наукисен докторĕ (2016), Чăваш Республикин патшалăх премийĕн лауреачĕ (2015), вĕрентӳ тытăмĕнче тĕрлĕ яваплăхра тăрăшнă. Унăн хайлавĕсем Шупашкар, Мускав, Тирасполь хулисенчи литература журналĕсенче кун çути курнă.
«Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» кĕнекери хайлавсем пурнăç пулăмĕсене çутатаççĕ, туслăхпа юрату, ырăпа усал ыйтăвĕсене тишкереççĕ, ĕçе тата çутçанталăка юратма, аслă ăрăва хисеплеме вĕрентеççĕ. Кăларăмăн пĕрремĕш пайне калавсем кĕнĕ. Унти геройсем пурнăç тути-масине ĕçре туптанса, туслăхпа хавхаланса туйма хăнăхаççĕ, чунпа тата ăс-тăнпа çирĕпленеççĕ. Хайлав пуххин иккĕмĕш пайĕнче – асаилӳ тĕрленчĕкĕсем, вĕсем ачалăхри асамлă самантсене, паянхи пурнăç енĕсене сăнарлаççĕ. Унти геройсем – авторпа пĕр ял çыннисем, унăн тăванĕсем, тусĕсем. Тĕрленчĕксем самана чуппине кăтартаççĕ, пурнăç хаклăхĕсемпе йывăрлăхĕсем пирки шухăшлаттараççĕ.
(Чăваш кĕнеке издательствин материалĕсем тăрăх)
На днях в Чувашском книжном издательстве вышла в свет книга ректора нашего иснтитута Юрия Исаева «Çĕнĕ касăн шухă яшĕсем» (Сенькассинские удалые парни). Рукопись книги в 2022 году была признана победителем конкурса рукописей книг для детей и юношества на чувашском языке.
Произведения, включенные в сборник, рассказывают о дружбе, показывают противостояние добра и зла, учат трепетно относиться к природе, уважать стариков. В первую часть книги вошли рассказы, в основе которых - факты, которые действительно имели место в детские годы автора. Герои этих рассказов через труд и дружбу познают смысл жизни, крепчают духом и взрослеют.
Во второй части представлены очерки-воспоминания, которые также носят автобиографический характер. Герои очерков – односельчане, его друзья, люди, оставившие свой след в памяти автора. Воспоминания охватывают детские и взрослые годы, предлагают читателю задуматься о прошедших временах, о людях, нас окружающих.
(По материалам Чувашского книжного издательства)