«Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта хутшăнакансем семинар ирттерчĕç

Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Канаш муниципалитет округĕн Вăтапуç ялĕн «Шăнкăрав курăкĕ» ача садĕнче семинар иртрĕ.
Семинара «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проектпа ĕçлекенсем хутшăнчĕç. Мероприяти хитре те илемлĕ чăваш ташшипе пуçланчĕ. Çулталăк хушшинче проекта мĕнле пурнăçлани çинчен ача сачĕн ертȳçи Любовь Григорьева каласа пачĕ, хăнасене вĕренÿ хатĕрĕсемпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн Ухманри «Пилеш», Янкăлчри «Путене» ача сачĕн ертȳçисем проектпа мĕнле ĕçсем туса ирттернине палăртрĕç.
Çавра сĕтеле хутшăнакансем ачасене тăван чĕлхене вĕрентмелли мелсем çинчен, чăваш йăли-йĕркипе малалла паллаштарса пымалли пирки калаçрĕç, çитĕнÿсемпе йывăрлăхсене сȳтсе яврĕç.
Ирина Герасимова воспитатель хăнасене «Хăш калавран?» (И.Я. Яковлев калавĕсем тăрăх), «Ваттисен сăмахĕсене пуçтар», «Мĕнле музыка инструменчĕсене каланине таçăрса ил», «Чăваш букварĕ», «Туслăх çаврашки» вăйăсем выляттарчĕ. Ачасем чăвашла сăвăсем пăхмасăр каласа савăнтарчĕç.
Семинар тухăçлă та усăллă иртрĕ.