Çут çанталăкăн хĕмлĕ ĕрчевĕ
Çуркунне çитсен çаран
Илĕртет чупма çарран.
Талккишпех сап=сар чечек
Сарă виткĕç сарнă пек…
Галина МАТВЕЕВА
Çут çанталăк пирĕншĕн вăл – кашни кун тĕрлĕ=тĕрлĕ тĕс илемĕсемпе, сăнарĕсемпе тулакан, пĕртте чарăнма пĕлмен кĕвĕллĕ е хăш чух пачах пĕр кĕвĕсĕр кинофильм. Мĕн кăна курăнмасть пулĕ унта? Татти=сыпписĕр курнăçакан илпек, пуянлăх, тухăç… Кашнин чĕрене вырнаçнă асамлă сăнсем, тарăн аса илÿсем, путишле тĕл пулусем пур унта. Хăш=пĕрисем, уйрăмах чĕрчунсен тĕнчине илес пулсассăн, çăмăллăн ÿкерĕнсе куç умĕнчех улшăнса пыраççĕ тата. Ку сăнар=илемлĕхе пăсакан тĕслĕхсем те пурах=тăр. Хăш чух вĕсене куратпăр, тепĕр чух пач асăрхамасăр иртсе каятпăр. Вăрманта куллен ĕçлекен е вăрманпа туслă шкул ачи тата мĕн=мĕн кăна каласа кăтартмĕ-ши пире?
Этеме те вăй=хăват кÿрекен çак хăш=пĕр ыйтусем тавра ирĕклĕн те уççăн калаçмашкăн Вăрнар районĕнчи Пăртас шкулне çул тытрăм. Кунта манăн паян çамрăк краевед=натуралистпа (унăн кăçал аттестат илесси те нумай юлмарĕ ĕнтĕ, кĕç аслă çул çине тухать вăл!) тĕл пулмалла. Эп çитнĕ вăхăтра вунпĕрмĕш классен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн (ППЭ) репетицийĕ пыратчĕ. Никитин Анатолий биологи предмечĕпе хăйне тĕрĕслесе пăхма шут тытнă, иккен.
Вара эпир директорăн класс тулашĕнчи ĕç=хĕлне йĕркелесе пыракан çумĕпе – Петрова Татьяна Геннадьевнăпа, вĕренекенĕн ертÿçипе (5 класранах унпа тĕллевлĕн ĕçлесе тата вĕрентсе пыраканскерпе), ÿсен-тăранпа чĕрчунсен тĕнчипе çыхăннă, вĕсем тĕрле вырăнсенче – Ставропольте, Брянскра хутшăннă мероприятисене аса илме пуçларăмăр.
Те Пăртасри шкул лестничествипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ самантсем чылай пулнăран, те хир, вăрман, улăхпа çыхăннă тавралăх пурне те тыткăнланăран, эпир шкул ачисен ĕçе=хĕлĕпе кулленхи шкул пурнăçне пĕрлештерсе вĕренсе пынисене аса илнĕ вăхăт питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Вăл мана Ю. Сементер пăртассене халалланă пĕр сăввипе паллаштарма ĕлкĕрчĕ çапах та:
Пăртасри кĕркунне
Вăрман ытамĕнчи ăсан пек
Ларать Пăртас Вăрнар енче,
Хĕвел курăнкалать вăтанчăк
Кунти чÿк уйăх варринче.
Тĕтре упа пек мĕшĕл=мĕшĕл
Шыв тутанать мăн çырмара
Хитре хыпар пекех ем=ешĕл
Ыраш калчи ларать уйра.
Хаваслăх тарчĕ, тен пуль эсĕ
Ку тăрăхри çуркунеччен,
Курсам: калча пулса поэзи
Çĕре анать хĕвел енчен.
Автор ăна çапларах пачах та сÿнмелле мар çырса хунă: «Çак сăвва Юрий Сементер Пăртас шкулне халаллать. 19.11.14».
Ку Пăртас тăрăхĕ, республикăри ытти вырăнсенчи пекех, чи малтан вӑрмансемпе питĕ пуян. Пĕнер Айкăш, Кĕперлĕ, Çарăклă вăрман варринче ларнă пекех туйăнаççĕ. Ытларах лăсăллă йывăçсем. Хыр йывăççисен лаптăкĕсем сайра. Вăрçă вăхăтĕнче те, каярах та, алă çул хушшинче Çарăклă лестничестви пĕр миллион кубла метр ытла вăрмана тирпейлесе патшалăха ăсатнă тенине хам та темиçе хутчен илтнĕччĕ. Çавна пулах шкул ачисем те вӑрман культурисене лартассипе тата вӗсене пӑхса тухассипе тухăçлă ĕçлесе пынă, вĕрентекенсен канашĕсемпе сĕнĕвĕсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама тăрăшнӑ. Кунта вара шкул лестничествин пĕлтерĕшĕ те пысăк шайра пулнă...
Л. Атлай