Ĕçсем пыраççĕ хальлĕхе е иртен куна аса илнипех мала каяймăн

Н. Плотников: «Эпир, ҫут тӗнчене чӑваш пулса килнӗскерсем, тем тесен те телее ютра шырама тивӗҫ мар пуль. Эпир хамӑр та ыттисенчен катӑк мар. Космоса та вӗҫсе хӑпарнӑ пулсан, «Нарспи» поэмӑна тӗнчене парнелеме пултарнӑ пулсан, мӗншӗн хамӑра катӑк темелле? Телейлӗ пулас тесен, ман шутпа, чи малтан хамӑра шанма тытӑнмалла…».

Кирек епле ĕçе пуçăниччен те, шухăш çиппине алăкăн=тĕпелĕн çавăрттармах тивет. Тÿрех вĕçсĕр=хĕрсĕр интернет уçлăхĕн пĕр аркипе усă курас тĕллевпе пÿрнесене клавиш тăрăх чуптарма шутларăм. Темле иртнĕ тĕнчене палăртакан сывлăш туйăмĕллĕ „Аçтахар” сăмаха çырса хутăм та, копи туса „Яндекса”, „Рамблера” тата „Майл” ушкăна хушу парса „Тупса парăр!” – тесе кĕртсе лартрăм. Те интернет мăнаçĕ халĕ пирĕн пурнăç никĕсĕ пулса кайнăран, те урăх сăлтавсене пула – ăна вĕсем малтанхи пичĕсенчех тупса пачĕç! Вăт, ку, тĕлĕнмелле тĕнче!!! Вăл халĕ пирĕн хушша сĕртĕнсе кĕмесĕрех, темиçе миллион страницăна шĕкĕлчесе, темиçе çеккунтрах пире валли кирлĕ информаци тупса çитерет... Е сĕнет те.

 Пĕтĕм „чăвашлăх тĕнчин хапхине” куллен тытса пыраканпа  – хайхи никнеймлă „Аçтахарпа” – Николай Алексеевич Плотниковпа – паянхи кун шавĕпе çыхăнтарса интервью хатĕрлес терĕм. Сăлтавĕ те тупăнчĕ.

Çак кĕске тапхăрта умлă=хыçлă пирĕн ÿлĕм малашне мĕнлерех пулмаллине хускатса икĕ статья пичетлерĕ вăл. Кун килет те кун каять, çак çилхе хăвалакан тапхăрта пирĕн еплерех пулмаллине палăртакансем сахалрах тупăнчĕç. Унăн статйисем вара мана, таçта иртнĕ ĕмĕрти 50-60=мĕш çулсенче чăваш интеллигенцийĕ ирттерекен дискуссине йыхравланă пекех туйăнчĕç. Акă, вĕсем, нумаях пулмасть пичетленнĕскерсем:

  1. Илемлӗ хайлав ҫутталла туртмалла. Чăваш халăх сайчĕ: [Электронлă ресурс].URL:     https://chuvash.org/content/6159-Илемлӗ%20хайлав %20ҫутталла%20туртмалла.html. (Усă курма пуçлани: 07.12.2022).
  1. Иртнӗ кунӑн ҫуттипе хӑҫанччен йӑпанӑпӑр-ши? [Электронлă ресурс]. URL: https://chuvash.org/content/6166-Иртнӗ%20кунӑн%20ҫуттипе%20хӑҫанччен%20йӑпанӑпӑр-ши%3F.html. (Усă курма пуçлани: 07.12.2022).

Вăл – чăннипех талантлă çын (хăш=пĕрисем ăна асăрхасшăн мар пулин те!). Паянхи интернет „тĕрек=йăслав” техникине пĕтĕмпех алла илнĕскер, халăха кирлĕ программăсене, усăллă япаласене тивĕçлипе йĕркелесе пырать. Чӑваш халӑх сайчĕ халь (тен, пирĕн институт сайчĕ те çав шайрах!) чи малтан çĕнĕ хыпарсене, чăваш çыннисене, ытти пулăмсене, унтан пирĕн иксĕлми сăмахлăхпа тата литературăпа тăван чĕлхене  пĕр тĕвве çыхаканни пулчĕ=тăчĕ.

Унпа тĕплĕнрех паллашас тесессĕн, пирĕн кăларăма сирĕн, шутлатăп та, алла илме тиветех: „Халăх шкулĕ“. 1№, 2023. 39-41 с.

                                                                                                            Л. Петров



22 июня 2023
08:00
Поделиться